30 декабря 2016 г.
Кăçалхи çул вĕçлениччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Çулталăка ырă ĕçпе пĕтĕмлетни темрен те пахарах пулĕ. Акă, декабрĕн 27-мĕшĕнче районта Анат тата Тури Тимĕрчкасси ялĕсене пĕрлештерекен çĕнĕ çул тата Аслă Çĕрпỹелĕнчи сĕт-çу ферми хута кайнине хĕрлĕ хăю касса паллă турĕç.
Пысăк савăнăçа пирĕнпе пĕрле пайлама Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ Михаил Резников, ял хуçалăх министрĕн çумĕ Мансур Калмыков килсе çитрĕç.
Анат тата Тури Тимĕрчкасси ялĕсенче пурăнакансем çĕнĕ автоçулшăн чăннипех савăнни сисĕнет. Пĕтĕм ял-йыш, шкул ачисем, пĕчĕккисем уява пухăннă. Пурте çул-йĕр туса паракансене тав тăваççĕ.
- Тавах республика, район ертỹлĕхне пире асфальтлă çул туса панăшăн, - терĕç ватă çынсем.
- Районта çĕнĕ çул хута кайни - савăнăçлă пулăм. Кун йышши çулсем малашне те пулĕç. Ку енĕпе çине тăрсах ĕçлетпĕр. Пĕтĕмпех ял çыннисен пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшатпăр. Çĕнĕ çул сирĕншĕн усăллă çеç пултăр, - терĕ саламласа район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин.
Анна Ежергина,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ:
- Паян Тукай ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн калама çук пысăк уяв. Анат тата Тури Тимĕрчкасси ялĕсенче пурăнакансем çеç мар, таврари ялсенчи çынсем те çĕнĕ автоçул хута кайнипе савăнаççĕ. Ку - чăн-чăн Çĕнĕ çул парни. Кунпа кашниех килĕшет пулĕ тетĕп. Асăннă çул çинче пылчăк çăрнă вăхăта, плотина урлă каçса çỹреме кансĕр пулнине кашниех ас тăвать. Халĕ вара автомашинăпа та, çуран та çăмăллăнах каçма пулать. Эх, чунтан савăнатăп. Тавах ĕç пуçаракансене, хăйăр, шакă, асфальт турттаракансене, çул тăвакансене. Пирĕн вара, ял çыннисен, туса панă çула типтерлĕ тытмалла.
Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕнче пурăнакансем вара ялта сĕт- çу ферми хута кайнишĕн савăнчĕç. Ял çыннисем валли ĕç вырăнĕ те пулĕ, ял хуçалăхĕ те аталанĕ. Епле хĕпĕртемĕн. Вăхăтĕнче кунти "Красный Октябрь" колхоз кĕр-кĕрлесе ĕçленĕ, мăйракаллă шултра выльăх йышĕ 1000 пуç ытла пулнă. Паян çакна каялла тавăрас тесе ĕçе пуçăннă çынсем вара чăннипех те маттур. Дмитрийпе Николай Любимовсем, Евгений Рябчиков колхоз витисене юсаса çĕнетнĕ, техника туяннă. Кăçал вара фермер хуçалăхне ятарлă программăпа килĕшỹллĕн 4 млн та 850 пин тенкĕ грант парса хавхалантарнă. Асăннă укçа-тенкĕпе ăратлă пушмак пăрусем туяннă, ферма витисене реконструкциленĕ, юсанă. Вĕсем çирĕп тĕллевлĕ пулни тỹрремĕнех сисĕнет. Малашне выльăх-чĕрлĕх шутне те, производствăна та ỹстересшĕн. Çакна пурнăçлама вăй-хал çителĕклех.
- Хуçалăх çирĕп алăра пулни тỹрех сисĕнет. Ĕçе нумаях пулмасть çеç пуçăннă пулсассăн та паянхи куна пурнăçланă ĕçсем курăмлă. Выльăх-чĕрлĕх йышĕ ỹснĕ, витесене хута янă, ĕçченсене ĕçлеме меллĕ условисем туса панă. Çитес вăхăтра сĕте пакетласа сутма тĕллев лартнине те мухтатăп. Пуçарнă ĕçре сире ăнăçу сунатăп, - терĕ саламласа Алексей Самаркин.
Аслă Çĕрпỹл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ракчеев ял хуçалăхне аталантарас ĕçре ял çыннисем чăннипех те тăрăшуллă пулнишĕн, вĕсем пысăк ĕçе пуçăннишĕн савăннине пĕлтерчĕ.
- Маттур, эсир! Сирĕн ĕçĕр яланах ăнса пытăр. Çулран-çул аталанса вăй илмелле пултăр.
Хĕрлĕ хăйăва колхозра нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ĕçченсем Валентина Николаевна Северовăпа Раиса Ивановна Петрова касрĕç.
Раиса Петрова:
- "Красный Октябрь" колхозра эпĕ 40 çул дояркăра тăрăшнă. Ун чухне сăвакан ĕнесен йышĕ 400 пуçчĕ. Эпир районта çеç мар, республика шайĕнче те маттур ĕçченсен йышĕнче пулнă. Колхоз салансан чылай пăшăрхантăм. Паян вара сĕт-çу ферми хута кайнишĕн чунтан савăнатăп. Ĕçе пуçăнакансене çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп. Вĕсен çулĕ вăрăм та такăр пултăр.
Çак кунах районти культурăпа кану çуртĕнче районăн 2016 çулхи экономикăпа социаллă аталанăвне пĕтĕмлетрĕç тата 2017 çулхи тĕллевсене палăртрĕç. Алексей Самаркин кăçал пурнăçланă ĕçсемпе туллин паллаштарчĕ. Çитес çул пурнăçламалли ĕç планĕ те пысăк. Апла пулсассăн пĕрле тăрăшса ĕçлемелле. Ĕç çыннин çулталăкне пĕтĕмлетсе шаннă ĕçре тỹрĕ кăмăлпа тăрăшакансене Хисеп грамотисемпе чысларĕç.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"