30 декабря 2016 г.
Çĕнĕ çул чылай çыншăн чи юратнă, чи кĕтнĕ уяв. Çавăнпа ăна асра юлмалла ирттерме тăрăшаççĕ. Çĕнĕ çула мĕнле кĕтсе илмелле, кил-çурта, ĕç вырăнне епле илемлетмелле? Çак шухăшсем нумайăшне канăç памаççĕ, паллах. Апла пулин те маттур çынсем ĕçе пуçăнаççĕ те тавралăха илем кĕртеççĕ. Камсем тетĕр-и? Районти маттур та хастар, ĕçчен çынсем. Акă, вĕсенчен пĕрисем районти тĕп библиотека çуртĕнче тăрăшакансем. Тен, нумайăшĕ унта çитсе курса, вĕсен илемне хаклама пултарнă. Кам унта пулман, часрах васкăр.
Кунта чăннипех те маттур çынсем ĕçлени курăнать. Вĕсем Çĕнĕ çула хавас кăмăлпа кĕтсе илни сисĕнет. Пурте пĕрле пухăнса чăрăша илемлетнĕ, теттесем çакнă, каминне те хăйсемех ăсталанă, урайне тĕртнĕ кавир сарнă, ытти вырăна чăрăш тураттисемпе илемлетнĕ. Халĕ вара кунта ларса канма та, сăнỹкерчĕксем тума та май пур.
- Библиотекăна килсе çỹрекенсем илемлĕ Çĕнĕ çул кĕтесне курсассăн тĕлĕннине пытармаççĕ. Вĕсем ĕçе хаклани чăннипех те савăнтарать. Çĕнĕ çула хавас та çĕкленỹллĕ кăмăлпа кĕтсе илетпĕр. Пурне те уяв ячĕпе, - терĕ ăшшăн Инна Ядрова директор.
Районта уява чăннипех хавас кăмăлпа кĕтсе илни сисĕнет. Каçхине пур çĕрте те тĕрлĕ тĕспе ялкăшакан çутăсем курăнаççĕ. Нумайăшĕ кил-çурта шалтан çеç мар, урамран та хитрелетме вăй çитернĕ. Акă, Нĕркеç ялĕнче те Çĕнĕ çула хавас кăмăлпа кĕтсе илни сисĕнет. Геннадий Ефремов çурт умне 2017 çул паллине - Автана юртан ăсталаса лартнă. Çитес çул республикăра Амăшĕпе ашшĕн çулталăкĕ пулнă май, магазин умĕнчи ашшĕпе амăшĕн кỹлеписем хитре пулса тухнă. Пысăк та капмар кĕлеткесемпе ял çыннисем çеç мар, хăнасем те савăнаççĕ.
- Хĕл çитсессĕнех кăçал юртан мĕнле япала ăсталассине палăртса хуратăп. Иртнĕ çулсенче Илья Муромец, Юр пике, Кремльти Спас башни, сăваплă Василий соборне тума вăй çитернĕччĕ. Кăçал вара 2017 çулхи символа шута илсе Автан тата Ашшĕпе амăшне тума пултартăм. Çитес вăхăтра ытти кỹлепесем те пулĕç-ха. Мăнуксене ярăнса киленме тăвайкки кирлĕ, - паллаштарчĕ Геннадий Егорович.
Районти культура çурчĕ умĕнчи кỹлепесене те районта пурăнакансем асăрханах пулĕ. Мĕнлерех мăнаçлă курăнаççĕ вĕсем. Вĕсен авторĕ - Александр Степанов.
Сирĕн ялта çакăн пек хитре вырăнсем пур-и, çырса пĕлтерĕр. Маттур та ĕçчен çынсен ĕçĕсемпе паллашма яланах хавас эпир.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"