26 декабря 2016 г.
Чăваш Республикинче 2016 çула Ĕç çыннине халаллани ахальтен мар. Çакă пĕтĕмпех ĕç çыннин сумĕпе хисепне ỹстерес, професси шайне пысăклатассипе çыхăннă. Ĕçчен, маттур çын яланах хисепре пулнă. Апла пулсассăн çамрăк ăрăвăн камран тĕслĕх илмелли пур. Пирĕн районта та ĕçре палăрнă çынсем сахал мар. Вĕсем пурте пирĕн хушăра пурăнаççĕ, ĕçлеççĕ. Апла пулин те çемьере çитĕнекен ачасем чи малтанах ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илеççĕ. Шăпăрлансем вĕсен профессине сума сăваççĕ, хăйсем те çывăх çыннисем пек пулма ĕмĕтленеççĕ. Çакна ача садĕнче ирттернĕ тĕпчевсем те палăртаççĕ. Акă, аслăрах ушкăна çỹрекен ачасенчен 30 проценчĕ ашшĕ-амăшĕ пек пулма ĕмĕтленет, 25 проценчĕ ача садĕнче тăрăшасшăн тата 25 проценчĕ кулленех тĕл пулакансен профессине суйласшăн. Ачасен кăмăлĕ, паллах, çитĕннĕçемĕн улшăнатех. Апла пулин те вĕсене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ỹстерни, тĕрлĕ специальноç пирки каласа пани çав тери вырăнлă. Занятисенче професси тĕнчипе тăтăшах паллашатпăр, выставкăсем, мастер-классем, тĕл пулусем те йĕркелетпĕр. Ачана мĕн пĕчĕкренех çынсен ĕçĕпе паллаштармаллине, хăйне те ĕçе хăнăхтарса ỹстермеллине тĕпе хурса ĕçлетпĕр. "Лаша пуласси - тихаран, çын пуласси ачаран паллă", - тенĕ мĕн ĕлĕкех ваттисем.
А.ФЕДОСЕЕВА,
Т.КАРИМУЛЛИНА,
"Пучах" ача сачĕн воспитателĕсем.
Источник: "Каçал Ен"