АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çын ĕçпе илемлĕ

26 декабря 2016 г.

Александровка тĕп шкулĕнче уçă уроксемпе класс сехечĕсем ирттересси йăлана кĕнĕ. Нумаях пулмасть иккĕмĕш класра уçă класс сехечĕ иртрĕ. Кăçал Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнă май Ирина Воробьева "Çын ĕçпе илемлĕ" темăна çутатрĕ.

Малтанах вĕрентекен ачасене К.Ушинский çырнă "Икĕ сухапуç" юмахпа паллаштарчĕ. Çавăн пекех вĕренекенсем професси çинчен тупмалли юмахсемпе, сăвăсемпе паллашрĕç. Кроссвордăн тупсăмне те шĕкĕлчерĕç ачасем.

Ж.Буслаев, М.Ванюркина, А.Невский вĕренекенсем презентацисем хатĕрленĕ. Женя хăйĕн ашшĕпе Александр Алексеевич Буслаевпа тĕплĕн паллаштарчĕ. Вăл çар çынни пулнă. Тĕрлĕ хулара çар тивĕçне пурнăçланă, подполковник званийĕпе тивĕçлĕ канăва тухнă. Женя ỹссе çитсен ашшĕ пек пулма тăрăшăп терĕ. Милена та ашшĕ çинчен каласа пачĕ. Унăн ашшĕ Валерий Александрович Ванюркин нумай çул шăпчăк евĕр сассипе халăха савăнтарать. Саша Невский вара хăйĕн кукашшĕ Анатолий Егорович Потемкин çинчен каласа пачĕ. Вăл Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Тĕрлĕ çулсенче "Мир", "Слава" колхозсене ертсе пынă. Халĕ унăн хăйĕн фермер хуçалăхĕ.

Çак кунсенче вара иккĕмĕшсемпе пиллĕкмĕш классенче вĕренекенсем чăваш чĕлхи урокĕсенче хĕлле кайăксене мĕнле пулăшма май пуррипе паллашрĕç. Ачасем ашшĕсем пулăшнипе сырăшсем туса килнĕ. Уроксенче ачасем кашни кайăк мĕн юратнипе тĕплĕн паллашрĕç. Çĕнĕ çул умĕн кайăксене те парне пултăр терĕç.

И.ВОРОБЬЕВА,

Е.СОКОЛОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика