АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăшă кăмăллă та маттур

26 декабря 2016 г.

2014 çулта Чăваш Республикин Правительстви 100 фельдшерпа акушер пункчĕсем тума программа йышăннă. Çак программăпа килĕшỹллĕн Йỹç Шăхаль ялĕнче ФАП туса лартрĕç. Кунта çĕнĕ йышши оборудовани вырнаçтарнă, медиксене ĕçлеме те, чирлисене йышăнма та хăтлă условисем туса панă. Савăнăçлă уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин тата ытти пуçлăхсем те хутшăннă.

Хальхи вăхăтра ФАП заведующийĕнче Любовь Леонидовна Верликова (Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнчен) ĕçлет. Вăл ирех ĕçе пуçăнать. Чирлисене укол тăвать, система лартать, им-çампа тивĕçтерет, хăш-пĕринне юн пусăмне виçет тата ытти те. Ялта ватă, чирлĕ çынсем нумай. 90 çултан иртнисем - 6 çын, 80 çултан иртнисем 30 çын ытла. Ватă çынсенчен чылайăшĕ инвалид, вĕсем вăр-вар çỹреймеççĕ. Кашнин патне медсестра вăхăтра çитме тăрăшать.

Пирĕн ялти сывлăх сыхлавĕн çурчĕ аякран илемлĕн курăнса ларать, шала кĕрсен пỹлĕмĕсем çутă, таса, хăтлă. Хуçи, Любовь Леонидовна, ырă та ăшă кăмăллă, пире вăл лайăх кăмăлпа кĕтсе илет, тараватлăн йышăнать, хăйĕн çепĕç чĕлхипе чирлĕ çынсен чирĕсене сыватма пулăшать. Йỹç Шăхаль çыннисем унăн ĕçĕпе кăмăллă, тавах ăна.

Çĕнĕ çул умĕн фельдшерпа акушер пункчĕ умне хитре чăрăш лартса илемлетни унта пырса çỹрекенсен кăмăлне çĕклет. Çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе эпир, Йỹç Шăхаль çыннисем, Любовь Леонидовна медсестрана ăшă сăмахсемпе саламлатпăр, ăна çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, ĕçре ăнăçу, телей сунатпăр.

Ял çыннисем ыйтнипе Николай АРХИПОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика