26 декабря 2016 г.
Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсенчен пуçласа районти культура пурнăçĕнче Тит Титов, Александр Васильев (Кубня), Валерий Митюков, Михаил Николаев пысăк вырăн йышăнма пуçланă. Вĕсенчен чылайăшĕ хальхи вăхăтра пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Çавăнпа нумай çамрăк çак пултаруллă çынсем пирки пĕлмеcт те пулĕ. Шăпах çакна шута илсе ĕнтĕ эпир сире, хисеплĕ вулаканăмăрсем, хăй вăхăтĕнче районти культура пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварнă çынсем пирки каласа парас терĕмĕр.
Кил-çуртра илемлĕ кĕвĕ янăрать. Чăваш халăх юррисем, кĕввисем урама таçта çитиех саланаççĕ. Иртен-çỹренсен чун-чĕринче ырă туйăмсем хускатаçĕ. "Титовсем выляççĕ. Ытла та пултараççĕ-çке",- теççĕ Анат Тимĕрчкассинчи йăлăм урамĕпе иртекенсем.
Килти тăрăхла сак çинче виççĕн лараççĕ - ашшĕпе амăшĕ тата вĕсен кĕçĕн ывăлĕ. Мария Тихоновна аллинче - гитара. Порфирий Сергеевичăн - балалайка, улттăри Титăн - купăс. Тĕлĕнмелле илемлĕ кĕвĕсем калаççĕ вĕсем.
Тит Титов Анат Тимĕрчкасси ялĕнче юрра-ташша юратакан çемьере çуралса ỹснĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех тĕрлĕ концертсенче ял халăхне хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. 8 класс пĕтерсен тỹрех Канашри педучилищĕне çул тытнă, музыка уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Тăрăшса вĕреннĕ, тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе выляссине алла илнĕ.
Вĕренсе пĕтерсен направленипе Комсомольскинчи музыка шулне ĕçлеме килнĕ. Çамрăка шкул директорĕ М.В.Орлов ăшшăн йышăннă. Хăй те пур енчен те пултаруллăскер, çамрăксене те хăйсен ăсталăхне ỹстерме нумай пулăшнă. Ватăрах çынсем Марс Васильевич районти культура çурчĕн сцени çинче тĕрлĕ спектакльсенче чăн-чăн артист пек вылянине питĕ лайăх астăваççĕ. Тит Порфирьевич та унран сахал мар тĕслĕх илнĕ. Ачасене баянпа калама вĕрентнĕ. Унăн воспитанникĕсем кĕске вăхăтрах çак инструмента алла илнĕ.
Çамрăкăн çара кайма вăхăт çитнĕ. Самарта службăра тăнă. Кунта вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕнче вылянă. Часах пултаруллăскере оркестра ертсе пыма шаннă.
Салтак шинельне хывсан каллех районти музыка шкулĕнче ĕçлеме пуçланă. Вăл вăхăтра унăн директорне М.В.Орлова районти культура пайне ертсе пыма шанаççĕ.Тинтерех çеç салтак шинелĕ хывнă Тит Титов вара яваплă ĕçе пуçăнать, музыка шкулĕн ертỹçинче тăрăшать. Хăй мĕн пĕлнине ачасене парас тесе çине тăрать, ытти преподавательсене çаплах тума хистет. Вăл тăрăшнипех Хырай Ĕнелĕнче (Петр Зайцев), Тăманлă Выçлире (ертỹçи Николай Ильин) тата ытти ялсенче музыка шкулĕн уйрăмĕсем уçăлаççĕ.
Районти музыка шкулĕнче хăйсен ĕçне чун-чĕререн юратакан преподавательсем ĕçлеççĕ. Людмила Суркова, Елена Маркова, Александра Чернова... Паллах, вĕсем ачасене те тарăн та çивĕч пĕлỹ панă, юрра-кĕвве лайăх пĕлме, ăнланма, туйма вĕрентнĕ. Районти культура çурчĕн сцени çинче час-часах концертсем лартнă. Кỹршĕ районсене, республикăн тĕп хулине те çитнĕ.
Çав вăхăтрах Тит Порфирьевич районти культура çурчĕн ĕçченĕсемпе те тачă çыхăну тытать. Урăхла пулма та пултарайман. Ара, кунта та культура пурнăçĕ вĕресе кăна тăнă. Тĕрлĕ кружоксем ĕçленĕ. Вĕсене пултаруллă çамрăксем ертсе пынă. Халăх театрĕн режиссерне Валентина Зайцевăна, Валерий Митюкова, Николай Алексеева, Анатолий Краснова, Станислав Кокорева, Михаил Николаева, Александр Васильева (Кубняна) тата ыттисене те Т.Титов ăшшăн аса илет. "Çав тери пултаруллăччĕ вĕсем. Шел, ĕмĕрĕсем кĕске пулчĕç",- тет.
Тит Титов районти культура çурчĕ çумĕнчи вĕрсе каламалли инструментсен ансамбльне те, халăх театрне те çỹренĕ. "Александр Долгов, Анатолий Счетчиков, Иван Гоголев, Марс Орлов вылянă рольсем халĕ те куç умĕнчех. "Вĕсем сцена çине кăларнă рольсем тĕлĕнмелле вăйлă та витĕмлĕччĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ куракансем вĕсене тăвăллăн алă çупса тав тăватчĕç",- сăмахне малалла тăсать ĕç ветеранĕ. Тит Порфирьевич çинчен те çак сăмахсенех каламалла. Мăшăрĕпе, Антонина Николаевнăпа, вуншар спектакльте вылянă вĕсем. Т.Титов паянхи кун та, тивĕçлĕ канура пулин те, халăха сцена çинче хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать.
Малалла унăн ĕç çулĕ Комсомольски вăтам шкулне куçать. Кунта вăл ачасене музыка предметне вĕрентет, ачасен тата учительсен хорĕсене йĕркелет. Çак хорсем районти тата ытти çĕрти ялсенче пурăнакансене те хăйсен юрри-ташшипе савăнтарнă. Вĕсем республикăри художествăлла пултарулăх коллективĕсен конкурсĕсенче темиçе хутчен те малти вырăнсене йышăннă. Хор 3-4 сасăпа юрланă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ", "Чăваш Республикинчи музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ятсене панă. Çавăн пекех Тит Порфирьевича "Ĕçри пултарулăхшăн" медальпе тата тĕрлĕ дипломсемпе, Хисеп грамотисемпе чысланă. Тит Порфирьевичăн мăшăрĕ Антонина Николаевна та унран юлман. Комсомольски 1-мĕш номерлĕ вăтам шкулĕнче чылай çул пуçламăш классенче вĕренекенсене çирĕп те тарăн пĕлỹ панă. Шкул директорĕн пуçламăш классем енĕпе ĕçлекен çумĕ те пулнă. Вăл та Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ.
З.СОЛОВЬЕВА.
Источник: "Каçал Ен"