АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Катастрофăра 92 çын пурнăçĕ татăлнă

26 декабря 2016 г.

Вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнисен çемйисемпе, тăванĕсемпе пĕрле Чăваш Ен халăхĕ тарăннăн хурланать.

Декабрĕн 25-мĕшĕнче Хура тинĕс урлă вĕçнĕ Ту-154 самолет, Сирие кайма тухнă пулнă, ăнсăртран катастрофăна лекнĕ. Самолетпа çамрăк лейтенант, режиссер тата юрăç Максим Иванов, РФ Çарĕн А.В.Александров ячĕллĕ юрăпа ташă ансамблĕ, "Справедливая помощь" ырă кăмăллăх фончĕн ертỹçи Елизавета Глинка, Первый, НТВ, "Звезда" телеканалсен журналисчĕсем вĕçнĕ. Вĕсен Раççей çар çыннисене çывхарса килекен Çĕнĕ çул уявĕпе саламламалла пулнă. Вĕсен йышĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ вĕренекенĕ Андрей Кочемасов та пулнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хура тинĕсре РФ Хỹтĕлев министерствин Ту-154 самолечĕ ỹкнипе вилнисене асăнса тата вĕсен çемйисене тарăннăн хурланнине пĕлтерет. "Пысăк çухату пурне те пăшăрхантарать. Вăл кашнин чĕрине пысăк хуйхă кỹчĕ. Самолетра пирĕн ентешсем те пулнă. Вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнисен çемйисене Чăваш Ен халăхĕ тата хам ятран тарăннăн хурланни çинчен пĕлтеретпĕр", - тенĕ Михаил Игнатьев.

Декабрĕн 26-мĕшĕнче Раççейре хурлану кунĕ иртрĕ. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин тунтикунсерен иртекен планеркăна вилнисене асăнса 1 минут шăп тăнинчен пуçланă.

Эпир пурте вĕсемпе пĕрле хурланатпăр.

(ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика