26 декабря 2016 г.
Çĕнĕ çула кашнинчех темле асамлă вăй илсе килнĕ пек туйса кĕтетпĕр. Çак туйăм ытларах ачасенче тесе калас килет, мĕншĕн тесен вĕсем юмах тĕнчине ĕненеççĕ, пурнăçра та çавнах кĕтеççĕ.
Çĕнĕ çул ачасемшĕн савăнăçлă ирттĕр тесе эпир, аслисем, чылай маларахах хатĕрленме пуçлатпăр. Тĕрлĕрен кучченеçсем, теттесем туянатпăр, ачасемпе пĕрле чăрăш илемлететпĕр. Юлашки çулсенче ачасем Хĕл Мучи патне çыру çырса почта урлă парне илесси те йăлана кĕчĕ. Эх! Мĕнлерех савăнаççĕ шăпăрлансем! Района ертсе пыракансем те ятарласа Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем йĕркелесе ачасене савăнтараççĕ. Районти предприятисемпе организацисенчен чылайăшĕ шкулсене, реабилитаци центрĕсене, ача сачĕсене çитсе кучченеçсемпе теттесем парнелеççĕ. Акă, районти райпо системинче тăрăшакансем "Ачасене - шăккалат" акци ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Вĕсем кашни çулах суту-илỹ точкисенче шăккалат пуçтарса йывăр лару-тăрури ачасене çĕнĕ çулхи парнепе савăнтараççĕ. Кăçал та йăлана кĕнĕ йĕркерен пăрăнмасăр "Ачасене - шăккалат" акци иртрĕ. Магазинсенче тăрăшакан сутуçăсем 1440 шăккалат пуçтарма пултарнă. Асăннă тутлă çимĕçе районта пурăнакансем туяннă, акцие хутшăнса ырă ĕç тунă.
- Акцие пĕтĕмлетнĕ май вара чи маттуррисене уйрăммăн палăртса хăварас килет. Хырай Ĕнелĕнчи кирлĕ таварсем сутакан лавкка (заведующийĕ Л.Александрова) - 94 шăккалат, Тури Тимĕрчкассинчи лавкка заведующийĕ Г.Парфенова - 85, Йăлмахвари (заведующийĕ Л.Кузьмина), Хирти Сĕнтĕрти (заведующийĕ (Т.Ченакина), Хирти Явăшри (заведующийĕ Е.Розова) 60-шар ытла шăккалат пуçтарма пултарнă. Вĕсем пĕтĕмпех ачасем валли, - терĕ райпо ертỹçи Евгений Карпеев.
Çак кунсенче вара пылак çимĕçсене район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникне Надежда Петровăна пачĕç. Надежда Александровна çитес вăхăтра пылак кучченеçе йывăр лару-тăрура пурăнакан ачасем патне çитерĕ, вĕсене Çĕнĕ çул ячĕпе саламлĕ.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"