26 декабря 2016 г.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин декабрĕн 23-мĕшĕнче çĕршыври тата чикĕ леш енчи журналистсем валли пысăк пресс-конференци ирттерчĕ.
Кăçалхипе вăл 12-мĕш хут пулчĕ. Тăватă сехете яхăн тăсăлнă тĕлпулура Владимир Владимирович массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсен пилĕк теçеткене яхăн ыйтăвне хуравлама ĕлкĕрчĕ. Журналистсем тĕрлĕ ыйту хускатрĕç. Хуравсем вара тулли пулчĕç.
Хаклав
Геннадий РАКЧЕЕВ,
Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
- Владимир Путин кашни çулах пресс-конференци йĕркелени нумай ыйтăва уçăмлатма май парать. Кăçал та Владимир Владимирович журналистсен кашни ыйтăвне тĕслĕхсемпе çирĕплетсе хуравларĕ. Темĕн тĕрлĕ ыйту та пулчĕ эфирта. МИХ представителĕсене экологи, экономика темисем, çынсен сывлăхĕ пăшăрхантарать. Çавна май Иркутскра пулнă инкек пирки те сăмах хускатрĕç. Чăннипех те çирĕп йĕрке пулманран çынсем пурнăçран уйрăлнă. "Техника спирчĕ çине те тахçанах акциз кирлĕ пулнă", - терĕ çирĕппĕн РФ Президенчĕ. Çакă тĕрĕсех пулĕ тетĕп. Суту-илỹре фальсификациллĕ алкоголь ан пултăр. Экологи ыйтăвне çĕкленĕ май вăрмансене упраса хăварасси паян пирĕншĕн çивĕч ыйтусенчен пĕри пулнине те палăртрĕ вăл. Ахальтен мар 2017 çул Раççейре Экологи çулталăкĕ пулĕ. Пирĕн пĕрлехи тĕллев - тăван тавралăха упрасси тата ăна тасатасси.
Источник: "Каçал Ен"