АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Интернет-олимпиадăра тупăшрĕç

23 декабря 2016 г.

Шкул ачисен чăваш чĕлхипе литературине, культурине вĕренес кăмăлне çĕклес, вĕренỹре интернет технологийĕсемпе усă курассине малалла аталантарас тĕллевпе декабрĕн 9-мĕшĕнче Пĕтĕм чăваш ачисен интернет-олимпиади иртрĕ. Унăн йĕркелỹçисем - Чăваш Республикин Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерстви тата вĕренỹ институчĕ.

Интернет-олимпиадăна республикăри тата унăн тулашĕнчи 7-9-мĕш классенче вĕренекен 831 ача хутшăнчĕ. Тутарстан, Пушкăртстан республикисенчен, Ульяновск, Самар облаçĕсенчен - 112 ача.

Чĕлхе, литература, культура тата тăван ен историпе çыхăннă ыйтусене чăваш шку-лĕсенчи 330 тата вырăс шкулĕсенчи 501 ача хуравларĕ.

Районтан олимпиада çĕнтерỹçи ята Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра пĕлỹ пухакан Александр Пушкин (ертỹçи Г.П.Пушкина) тивĕçрĕ. Призерсен йышĕнче Шурут вăтам шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Ангелина Пыркина (ертỹçи Л.Н.Тарасова), Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Инна Ермолаева (ертỹçи Т.Ю.Ермолаева) пулчĕ.

Вырăс шкулĕсенче вĕренекенсем хушшинче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра ăс пухакан Иван Краснов (ертỹçи Л.П.Абрамова) тата 7-мĕш класри Евгений Миронов (ертỹçи С.Г.Индюкова) çĕнтерỹçĕсен йышне кĕме пултарчĕç.

Çĕнтерỹçĕсене тата вĕсен ертỹçисене чун-чĕререн саламлатпăр, малашнехи ăмăртусенче те çитĕнỹсем сунатпăр.

С.ИНДЮКОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика