23 декабря 2016 г.
Хăш-пĕр çынсем укçа е ылтăн нумай пулсан, чаплă машинăпа çỹресен е пысăк çуртра пурăнсан çеç хăйсене пуян тесе шутлаççĕ. Эпĕ вара хама манăн çумра юратнă çынсем пуртан пуян тата телейлĕ тетĕп. Манăн аннепе атте, шăллăм, унсăр пуçне асаттепе асанне, кукаçипе кукамай та пур. Çавăнпа та эпĕ пуринчен те пуянрах тесе пĕр иккĕленмесĕрех калама пултараятăп.
Манăн асанне, Галина Андреевна Павлова, 1951 çулта Çĕнĕ Каçал ялĕнче Митюковсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Вăл çемьере чи асли пулнă. Унăн мĕн пĕчĕкренех ĕçе кỹлĕнме тивнĕ. Вăл лашапа та çỹренĕ, вăрманта та ĕçлеме вăй-хал çитернĕ, килти пахчара та тар тăкнă. Асанне халĕ те, тивĕçлĕ канура пулсан та, алă усса ларма пĕлмест. Вĕсем асаттепе, Геннадий Алексеевичпа, пахча çимĕç лартса ỹстереççĕ, выльăх-чĕрлĕх те усраççĕ. Çуллахи кунсенче вара вăрманта уçăлса çỹреме питĕ кăмăллаççĕ. Час-часах кăмпа-çырла пуçтарма çỹреççĕ. Асанне хатĕрленĕ çав тери тутлă варенисене техĕмлĕ чейпе ĕçме вара эпĕ питĕ юрататăп.
Тата манăн асанне юрра-ташша питĕ юратать. Вăл час-часах тĕрлĕ концертсене çỹрет. Унсăр пуçне вăл хăй те пире юрăсем шăрантарса парса савăнтарать. Мана та мĕн пĕчĕкренех юрлама вĕрентнĕ вăл.
Асаннепе асаттен эпир 5 мăнук. Эпĕ хамăн ытарайми асаннене пĕтĕм чунтан юрататăп. Ăна мĕн пĕчĕкренех юратса, лăпка-лăпка ỹстернĕшĕн, яланах çумра пулма хатĕр пулнишĕн чĕререн тав тăватăп.
Ангелина ПАВЛОВА.
Источник: "Каçал Ен"