23 декабря 2016 г.
Ялта тĕпленнĕ граждансен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе кăçал 113,8 миллион тенкĕ уйăрнă. Çак нухрат шучĕпе 162 çынна ялта çурт лартма е туянма свидетельство панă - пĕлтерет ЧР Ял хуçалăх министерстви.
Çав шутран 109-шĕ - ялта пурăнакан çамрăк специалистсемпе çемьесем, вĕсене уйăрнă укçан пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 71,3% тивĕçнĕ. Социаллă тỹлеве илнисен 64% - агропромышленноç комплексĕн, 35% - социаллă тытăм, 1% - ытти сфера ĕçченĕсем. Çамрăк специалистсемпе çемьесене илес тĕк - АПКра вăй хуракансен тỹпи 61%, социаллă сферăра тăрăшакансен вара 39% танлашнă.
Çакна та палăртмалла: патшалăхăн асăннă пулăшăвне тивĕçес тесен çамрăк специалистсемпе çемьесен свидетельство илнĕ хыççăн агропромышленноç комплексĕн е социаллă сфера организацийĕсенче тепĕр пилĕк çултан кая мар ĕçлеме хатĕр пулмалла.
Источник: "Каçал Ен"