23 декабря 2016 г.
Ĕç вăл - этем вăй-халĕн пуянлăхĕн, телейĕн вĕресе тăракан таса çăлкуçĕ, пурнăç тыткăчи. "Ĕç - пурнăç илемĕ", "Çын ĕçре пиçет", - тенĕ асаттесемпе асаннесем. Çак сăмахсенче халăх авалранах ĕçе хисеплени курăнать. Сăмах "Комсомольскинчи юсав участокĕ" хупă акционерлă общество пирки пырĕ.
Организацие 1997 çултанпа Владимир Васильевич Максимов ертсе пырать. Икĕ çул хушшинче питĕ лайăх пĕлтĕмĕр кăна мар, мĕнле ĕçсем туса пама пултарнине те аван туйрăмăр.
В.Максимов тата унăн рабочийĕсем тăрăшнипе Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхальти, Лаш-Таяпари сусăр тата ватăсен уйрăмĕсенче пысăк калăпăшлă ĕçсем пурнăçлама пултарчĕç.
Каçалсем харăсах тĕрлĕ çĕрте ĕçлеме май тупрĕç. Çулла та, хĕлле те çĕрне-кунне пĕлмесĕр тĕрлĕрен организацисенче, учрежденисенче юсав ĕçĕсем тăваççĕ: сваркăпа та ĕçлеççĕ, плитисене те çыпăçтараççĕ, кирпĕчне те хураççĕ, йывăçне те савалаççĕ. РСУ ĕçе тĕплĕн те пахалăхлă пурнăçланине шута илсе 2016 çулта та вĕсемпех ĕçлеме кăмăл турăмăр.
Çын кирек мĕнле ĕçре ĕçлесессĕн те яланах яваплăха туйни курăнать. Кунран-кун курса калаçнипе Владимир Васильевич пултаруллă, ĕçчен кăна мар, пуян чун-чĕреллĕ, ăслă, çирĕп ыйтакан ертỹçĕ пулнине куртăм. Кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма, ĕçе йĕркелеме пĕлет. Çынлăх тени пысăк унăн. Хăй пулăшма пултаракан çынсене нихăçан та хирĕçлемест. Хăйĕн ĕçне килĕштернипех пулĕ, виçĕ ывăлĕ те унăн çулĕпе кайнă. Вĕсем Мускавра ĕçлеççĕ. Мăшăрĕ хăйпе пĕрле тăрăшать.
Мĕнле кăна юсав ĕçĕ туса памарĕç-ши вĕсем икĕ уйрăмра? Рабочисене ертсе пыма пĕлнипе кăна мар, хăй те вĕсемпе пĕрле ĕçлеме пултарнине кăтартса пачĕ. Чăн-чăн ертỹçĕ!
Сусăрсен тата ватăсен уйрăмĕсен пурăнмалли условийĕсене çулран-çул лайăхлатсах пыраççĕ. В.Максимов командипе тĕлĕнмелле юсав ĕçĕсем пурнăçларăмăр. Коридорта карлăксем çирĕплетрĕç. Пĕтĕмĕшле канализаци пăрăхĕсене улăштарчĕç. Картлашка хĕррисене пластик чỹречесемпе хупларĕç. Шыв çитменнипе питĕ нушаланаттăмăр. Халĕ ăстасем тăрăшнипе шыв çителĕклех: ăшши те, сивви те.
Лаш-Таяпа уйрăмĕнче ăшă системине çуса тасатса çĕнĕ пăрăхсемпе улăштарчĕç, пỹлĕмсенче линолеум сарчĕç, çĕнĕ унитазсем лартрĕç. Брусчаткăран тротуар сарнă.
Пĕри те начар пурăнмасть ваттисен çуртĕнче. Мунча иккĕмĕш хутра вырнаçнă май халĕ соцработниксен ĕçĕ самай çăмăлланчĕ. Малтанхи мунча çуртран 30 метрта вырнаçнăччĕ.
Чăнахах та, пирваях эпир ĕненме те пултарайман. Кĕске вăхăт хушшинче иккĕмĕш хутра ăшă мунча туса пачĕç. Савăнăçне пытарайманнипе ватăсен куççулĕсем те тухрĕç. Вĕсенчен нумайăшĕ - II, III ушкăнри инвалидсем. Халĕ социаллă ĕçченсем кашни эрнерех мунча хутса кĕртеççĕ. Пирĕн пек нушаллă ватăсемшĕн тăрăшакансен алли-урисем яланах сурансăр пулччăр, - теççĕ кинемейсемпе мучисем.
"Ватта сума сăвакан - хăй те сумлă пулакан", - тенĕ ĕлĕкех. Кашни рабочие уйрăммăн асăнса хăварас килет: Николай Белков, Борис Денисов сварщиксем, Олег Тихонов, Валерий Павловский плиточниксем, Николай Юманов, Петр Юманов электриксем, Владимир Кондратьев, Виталий Удеев платниксем. Вĕсем хăйсен ĕçне яланах тивĕçлипе пурнăçларĕç. Тĕрлĕрен вак-тĕвек ĕçсене пурнăçласа пама та ỹркенмерĕç.
Ирина Воробьева, Екатерина Тихонова штукатур-малярсем те пирĕн патра 2 уйăх ытла ватăсен пỹлĕмĕсене илем кĕртрĕç. Вĕсен аллисенче ĕç вĕресе кăна тăчĕ. Санитарипе гигиена ыйтăвĕсемпе килĕшỹллĕн çĕнĕлле сăрă ĕçĕсене тĕплĕ пурнăçларĕç.
Ватăсен малашнехи пурнăç условийĕсене лайăхлатнăшăн вĕсем ырă сăмаха тивĕçлĕ. "Эсир тăрăшнăран пирĕн пурнăç тата савăкрах, хаваслăрах. Çакăн евĕр условисем туса панăран вилес те килмĕ-ха",- теççĕ ватăсем. Вĕсен ячĕпе юсавçăсене тав сăмахĕ калатпăр. Ватлăх никамшăн та начар ан пултăр. Ыррине çеç сунатпăр. Çĕнĕ çула çĕнĕ ĕмĕтсемпе кĕтсе илмелле пултăрччĕ.
А.ОСИПОВА,
Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ваттисен уйрăмĕн заведующийĕ.
Источник: "Каçал Ен"