АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕртăвансем пĕр ушкăнпа 15 çул юрлаççĕ

23 декабря 2016 г.

Ирина, Лидия тата Елена Малинасене районта çеç мар, республикăра, унăн тулашĕнчи чăвашсем те аван пĕлеççĕ. Вĕсем пирĕн районти Хирти Мăрат ялĕнче çуралса ỹснĕ.

Декабрĕн 18-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче çак паллă куна уявларĕç. Савăнăçлă каçа вĕсемпе пайлама тус-юлташĕсем, тăванĕсем, артистсем, вĕсен пултарулăхне сума сăвакансем пуçтарăнчĕç. Маттур чăваш пикисене Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угасловпа унăн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев саламларĕç.

Паллах, хамăрăн маттур ентешсене саламлама Комсомольскисем те тĕп хулана çитрĕç. Фойере "Каçал" халăх фольклор ансамблĕ курма килекенсене савăк кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Пĕртăван Малинасене район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, "Кĕтне" ентешлĕх правленийĕн председателĕ Валери Туркай ăшă сăмахсем каласа творчествăра пысăк ỹсĕмсем сунчĕç, чечек çыххисемпе тăван тăрăх ỹкерчĕкĕллĕ сехетсем парнелерĕç. "Каçал" ансамбле çỹрекенсем вара тăванлăх юррипе, тăпăр-тăпăр ташшипе саламларĕç. Куракансем вĕсене тăвăллăн алă çупса тав турĕç. Элпуç ял тăрăхĕнчи пултарулăх ушкăнĕ те ял-йышран ăшă саламсем илсе килнĕ.

Çавра çула халалланă концерт илемлĕ те хаваслă иртрĕ, куракансен кăмăлне тултарчĕ.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика