23 декабря 2016 г.
Чăваш спортсменки - Татьяна Акимова Чехи çĕршывĕнче йĕркеленĕ тĕнчери чи вăйлă биатлонистсен ăмăртăвĕнче çĕнтерсе пурне те тĕлĕнтерчĕ. Çак çитĕнĕве биатлона юратакансем те кĕтмен пулĕ. Апла пулин те тĕнче ăмăртăвĕн стартне иртнĕ сезонра тухнăскер, тренерсен шанăçне тỹрре кăларчĕ.
Татьяна Акимова 2013 çулта Пĕтĕм тĕнче Универсиадинче виçĕ медаль çĕнсе илнĕ хыççăн палăрнă. Çак тапхăрта вăл çĕршыв чемпионачĕсемпе кубокĕсенче малти вырăнсене пĕрре мар йышăннă. 2015-2016 çулсенчи сезонта биатлонистсен Пĕтĕм тĕнчери союзĕн кубокĕнче çĕнтерсе тĕнче кубокĕн темиçе тапхăрне хутшăнма тивĕçнĕ. Унта çамрăк спортсменка медальлĕ пулайман пулин те, "Новичок года" номинацинче IBU премине тивĕçнĕ. Пĕлтĕр Татьяна Ханты-Манси АОче Тĕнче Кубокĕн ăмăртăвĕнче 12-мĕш вырăн йышăннă.
Кăçалхи сезонта Шупашкар хĕрĕ Тĕнче кубокĕн пĕрремĕш тапхăрнех хутшăнма пуçланă. Икĕ ăмăртура та лайăх тупăшрĕ вăл, анчах пьедестал çине хăпараймарĕ. Чехире вара ăна чăннипех ăнчĕ, тỹрех - икĕ медаль. Унпа пĕрлех масс-стартра вăл финиша 10-мĕш çитрĕ.
"Эпир Татьяна çĕнтерессе яланах ĕненнĕ. Кашни спортсменăн хăйĕн вăхăчĕ. Ку сезон унăн чи ăнăçлă тапхăрĕ. Татьяна - чăваш халăхĕн мухтавлă хĕрĕ, вăл вăйлă биатлонист, - тенĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕн директорĕ Николай Николаев. Вăлах спортсменкăн тренерĕн Анатолий Акимовăн ĕçне пысăк хак панă.
"Эпĕ пĕрремĕш тухнине хам та ĕненместĕп. Кун пек пуласса кĕтменччĕ. Ку ăмăртура хама аван туйрăм. Малтан эпĕ Вирерпа тупăшрăм, кайран Коукаловăпа кĕрешрĕм. Анчах финиша çитиччен вăл ỹкрĕ. Тренерсем эпĕ иккĕмĕш пынине пĕлтерсен хăвăртлăха вăйлатрăм. Малашне те ăнасса шанатăп", - пĕлтернĕ Татьяна журналистсене.
Рафик Зиганшович Тимергалеев,
спорт ветеранĕ:
- Телевизорпа биатлон пĕр сиктермесĕр пăхатăп. Раççей командишĕн чĕререн пăлханатăп. Спортсменсем малти вырăнсене йышăнсассăн еплерех савăнатăп тата. Кăçалхи тапхăра пăхма тата та кăсăклăрах пек. Чăваш хĕрĕ Татьяна Акимова старта тухать. Дмитрий Губерниев комментатор Татьяна Чăваш Республикинчен тесе калани епле хавхалану кỹрет тата. Чехире Татьяна пĕрремĕш тата виççĕмĕш вырăнсене йышăнма пултарчĕ. Раççейре, уйрăмах Чăваш Енре пурăнакансемшĕн çакă калама çук пысăк çитĕнỹ. Маттур! Çамрăксемшĕн вăл - тĕслĕх.
Источник: "Каçал Ен"