АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спирт пур настойкăсене сутма чармалла

23 декабря 2016 г.

Декабрĕн 19-мĕшĕнче Правительство членĕсемпе канашлу ирттернĕ чухне, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта спирт пур настойкăсене, "фанфуриксене" суту-илỹре пĕтĕмпех сутма чарма хушнă.

- Эсир Иркутскра пулнă инкек пирки пĕле-тĕр. Таварсене çирĕп тĕ-рĕслеменни пăшăрхануллă инкек патне илсе çитерет. Çак шĕвеке пĕтĕмпех сутма чармалла", - тенĕ Михаил Игнатьев.

Эрех-сăрапа алхаснине, суту-илỹре усал шĕвеке сутма чармаллине Чăваш Ен Правительстви кулленех тĕрĕслесе тăрать. "Фанфуриксене" халăха сутма чармалли пирки республика Пуçлăхĕ пĕр хутчен кăна мар асăрхаттарнă. Иркутск хулинче пулнă инкек хыççăн вара йĕркене татах та çирĕплетмелле. Паянхи кун тĕлне ванна кĕмелли боярышника ĕçсе 62 çын вилнĕ. РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев лару-тăру çав тери çивĕччине палăртса сутлăхра пур спирт хутăшĕллĕ продукцие пĕтĕмпех сутма чарассине тĕрĕслесе тăма тата ăна туртса илме хушнă.

Çынсем боярышник ĕçсе вилнĕ фактсене тĕпе хурса Роспотребнадзор Иркутск облаçĕнче, кирлех пулсассăн ытти çĕрте те, спирт хутăшĕллĕ продукцие сутма чарса лартма пултарнине палăртнă ведомство пуçлăхĕ Анна Попова "Россия 24" канала панă интервьюра.

Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерстви спирт хутăшĕллĕ настойкăсене сутассине çирĕп тĕрĕслесе тăрать. Тĕслĕхрен, маларах шăпах министерство Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствине Чăваш Енри Роспотребнадзор управленийĕ тĕрĕсленĕ спирт хутăшĕллĕ "Асептолина" лаборатори тĕрĕслевĕсене янă. "Асептолин" препарата "РФК" АХО хатĕрленĕ, министерство специалисчĕсем ăна "Добрый аптекарь" аптекăра туяннă. Тĕрĕслев палăртнă тăрăх "Асептолинра" 75 процент чухлĕ этил спирчĕ. Тĕп компонент глицеринат 70/90 лаборатори тĕрĕслевĕсенче палăрман. Апла пулсассăн "Асептолин" - фальсификациллĕ тата пахалăхсăр.

Фальсификациллĕ, пахалăхсăр тата регистрацилемен эмелсене, медицина изделийĕсене тата фальсификациллĕ биологи хутăшĕсене тавар çаврăнăшне кĕртнĕшĕн РФ Уголовлă Кодексĕн 238.1 статйипе явап тыттараççĕ.

Спирт хутăшĕллĕ продукцисене реализацилессине пырса тивекен ыйтусене уçăмлатас тата йĕркене çирĕплетес ыйтусене Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерстви алкоголь, спирт хутăшĕллĕ продукцисен, этил спиртне туса илес тата таварçаврăнăшне кĕртессипе патшалăх йĕркелекен Правительство комиссийĕн черетлĕ канашлăвĕнче пăхса тухма палăртнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика