23 декабря 2016 г.
Декабрĕн 21-мĕшĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче районти Элпуç, Шурут, Хырхĕрри, Александровка ял поселенийĕсене информаци ушкăнĕсем çитсе ял çыннисемпе, предприяти-организацисен ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин ертсе пыракан ушкăн, вăл йышра район больницин тĕп врачĕ Валентина Озерова Элпуç тата Александровка ял тăрăхĕсене çитрĕ.
Элпуç вăтам шкулĕ пире уяв тумĕпе кĕтсе илчĕ. Фойере - вĕренекенсем тунă Çĕнĕ çул теттисем, илемлĕ чăрăш. Вăтам шкулта пулнă май педагогсемпе ирттернĕ тĕл пулура информаци кунĕн тĕп темине - РФ Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырăва сỹтсе яврĕç. Информушкăн членĕсем унăн тĕп темисем çинче чарăнса тăчĕç. Унсăр пуçне информаци кунĕнче алкоголь тата спирт хутăшĕллĕ продукцие сарма чарас ыйтăва хускатрĕç. Паянхи кун çак ыйту чи çивĕччисенчен пĕри. Тĕслĕхрен, Иркутск хулинче "Боярышник" спирт хутăшĕллĕ настойка ĕçсе 62 çын пурнăçран уйрăлнă, нумайăшĕ больницăра сипленет. Çавăнпа та Валентина Алексеевна ял çыннисене асăрхануллă пулмаллине, эрех-сăрапа иртĕхмелле маррине пĕр хутчен кăна мар асăрхаттарчĕ. Чăваш Республикинче Çĕнĕ çулта тата Раштав уявĕсенче, 2016-2017 çулхи хĕллехи тапхăрта хăрушсăрлăх мерисене пăхăнас ыйтусене те пăхса тухрĕç. Вăтам шкулта ку енĕпе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Умра - Çĕнĕ çул уявĕсем.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн çитес çул республикăра Амăшĕпе ашшĕн çулталăкĕ пулĕ. Çакă пĕтĕмпех çемье хаклăхĕсене упраса хăварас, çитĕнекен ăрăва сывлăхлă та ăслă, пултаруллă çитĕнтерес ĕçе ăнăçлă пурнăçласа пырассипе çыхăннă.
Ĕçлĕ ушкăн Александровка ял тăрăхне çитнĕ май ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Любовь Поляковăпа, "Искра" колхоз председателĕпе Александр Зайцевпа тĕл пулчĕç. Вĕсем Хырай Ĕнелĕнчи фельдшер пунктĕнче пулчĕç, унти ĕç-хĕлпе паллашрĕç. Çитес çул Хырай Ĕнелĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тума палăртаççĕ. Валентина Озерова тĕп врач пĕлтернĕ тăрăх строительство ĕçĕсене апрель - май уйăхĕсенче пуçăнмалла, пункта 2017 çулхи июнь уйăхĕн вĕçĕнче хута ямалла.
Чăваш Республикин юстици тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Ольга Казарина, район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Светлана Ульдина Шурут ял тăрăхне çитрĕç, вырăнти лару-тăрупа паллашрĕç. Чи малтанах Шурут ял администрацийĕн специалисчĕсемпе, "Урожай" колхоз ĕçченĕсемпе, Шурут вăтам шкулĕн педагогĕсемпе тĕл пулса информаци кунĕн тĕп темисене сỹтсе яврĕç. Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырура хускатнă темăсемпе кашниех хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"