АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михаил Игнатьев: "Муниципалитетсен кая юлма юрамасть"

23 декабря 2016 г.

 Декабрĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлĕхĕсен канашĕн черетсĕр съезчĕпе республикăри муниципалитет пĕрлĕхĕсен правленийĕн канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ура çинче çирĕп тăракан, хальхи пурнăçпа тан аталанса пыракан муниципалитет пĕрлĕхĕсем Чăваш Ене вăй илсе пыма май паракан тĕп тĕрев пулса тăнине каланă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем халăхсен актуаллă ыйтăвĕсене мĕнле татса парасси - вĕсем тухăçлă ĕçлесе пынинчен те нумай килет. "Ырă улшăнусем пур пулин те, пур-пĕрех йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем те юлнă-ха. Вĕсене татса парассине ыранхи куна хăварма юрамасть. Хăш-пĕр муниципалитетсенче паянхи кун та республика программисемпе килĕшỹллĕн, вырăнти программăсене йĕркене кĕртсе пĕтермен. Эпир сире пулăшу кỹме яланах хатĕр. Паллах, сирĕн кая юлса пыма юрамасть, çур утăм маларах пымалла", - тенĕ Михаил Игнатьев.

Палăртса хăвармалла, Наци рейтингĕнче инвестици илĕртỹлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе Раççейри 85 субъект хушшинче Чăваш Республики 6-мĕш вырăна тухнă. Пысăк çитĕнỹ пурне те ĕçлеме хавхалантарать. Муниципалитет пĕрлĕхĕсен тĕллевĕ - паха проектсене пурнăçа кĕртсе пырассипе ĕçлесси, инвесторсене ытларах явăçтарасси. Çак ĕçсене кирлĕ пек шайра пурнăçласан, муниципалитетăн инфратытăмне те аталантарма меллĕ.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсене, çитĕнỹсемпе палăрнисене Михаил Игнатьев патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. Районти Асанкасси ял тăрăхĕн пуçлăхне Николай Николаевич Карпова вырăнти хăй тытăмлăха аталантарас ĕçре пысăк тỹпе хывнăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хучĕпе чысланă.

Мероприяти ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта социаллă политика лару-тăрăвне пĕр тан лайăх аталантарса пыма пурне те тухăçлă ĕçлеме чĕнсе каланă.

(ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика