20 декабря 2016 г.
Нумаях пулмасть пирĕн патра "Каçал ен" хаçат тусĕ, профессионаллă журналист, писатель, Коми Республикинчи журналистсен союзĕн исполком членĕ, унсăр пуçне пирĕн ентеш Александр Сугоров хăнара пулчĕ.
Александр Борисович 1949 çулхи февралĕн 13-мĕшĕнче Владивосток хулинче çуралнă. Ачалăхĕпе çамрăклăхне вара Комсомольски районĕнчи Кĕтне Пасар ялĕнче ирттернĕ, Хырхĕрри тĕп шкулĕнче пĕлỹ пухнă. 1966 çулта Комсомольски вăтам шкулне вĕренсе пĕтерсе аттестат илнĕ. Унтанпа 50 çул иртнĕ пулсан та, вăл пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем, уйрăмах наукăсен докторĕ Георгий Драндров, сăра завочĕн малтанхи директорĕ Евгения Карпеева, тава тивĕçлĕ тренер Владимир Краснов пирки ăшшăн аса илет.
Александр Борисовичăн аслă пĕлỹ илнине пĕлтерекен темиçе диплом та пур, вăл филолог та, агроном та, суту-илỹ специалисчĕ те... Шăпа Сугорова çурçĕре илсе çитернĕ, вăл Сыктывкар хулинче тĕпленнĕ. Александр Борисович унта вĕрентекенре те тăрăшнă, район хаçатĕнче корреспондент, редактор çумĕ, облаçри çамрăксен хаçачĕн корреспонденчĕ, Коми Республикинчи "Хĕрлĕ ялав" парти хаçачĕн общество çыхăнăвĕн уйрăмĕн редакторĕ пулса та ĕçленĕ. Чи пысăк çитĕнĕвĕ вара унăн - чунне парса çырса кăларнă кĕнекисем. Вĕсен шучĕ 7 теçеткерен те иртнĕ ĕнтĕ. Чи паллă кĕнекисем - "Живи с добром в сердце", "Хранители "зеленого золота", "Не хлебом единым (Твои люди, АПК!)", "Земля на всех одна", "Добро добром воздастся", "Пычим в сердце моем", "Парма любит инициативных", "Летописцы", "Соратники", "Сыктывкар и сыктывкарцы" тата ытти те.
Александр Сугорова хăйĕн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе кĕскен паллаштарма ыйтмасăр чăтаймарăм.
- Александр Борисович, паянхи кун эсир ăçта тата мĕн ĕçлетĕр?
- Çурçĕрте 55 çулта тивĕçлĕ канăва янăранпа эпĕ издательство тĕнчине путнăранпа 15 çул ытла иртрĕ ĕнтĕ. Çак тапхăрта 70 ытла кĕнеке пичетлесе кăларма ĕлкĕрни те маншăн пысăк çитĕнỹ. Çапах та манăн хама писательсен кланне кĕртес килмест. Эпĕ хама ытларах журналист-очеркист тесе шутлатăп. Пултарулăхăм та тĕрлĕ енлĕ, манăн калавсем те, пьесăсем те, сăвăсем те пур.
- Сирĕн кĕнекесенче ытларах мĕн сăнарланать-ши? Мĕн çинчен вĕсем?
- Паллах, çынсем çинчен… Кашни калавра 20-шер герой пулсан та, кĕнекипе вĕсен шучĕ тата та нумайрах. Кашни герой пурнăçĕпе эпĕ хам та пурăнатăп тесен те йăнăш пулмĕ.
- Коми Республикинче тĕпленнĕ пулсан та, Эсир пирĕн республикăна, района час-часах хăнана килетĕр. Чăвашсем, ентешсем пирки те çыратăр пулĕ?
- Паллах. Унсăр пуçне эпĕ Коми Республикинчи чăвашсен "Сеспель" обществăлла организаци председателĕ. Нумаях пулмасть манăн "Желтый флаг Северного сияния", "Мне снится эхо далекой войны" кĕнекесем пичетленсе тухрĕç. Вĕсем тỹрремĕнех чăваш халăхĕпе тата ентешĕмсемпе çыхăннă. Манăн кĕнекесенче пĕрле вĕреннĕ çывăх юлташ Володя Петухов пирки вуласа пĕлме пулать. Унсăр пуçне кĕнеке страницисенче манăн юратнă та хисеплĕ хĕресне анне Людмила Арсентьевна Гладкина сăнарĕ те тĕл пулать. Çавăнпа пĕрлех эпĕ Комири Патшалăх педагогика институчĕн ректорĕ Василий Ахмеев пирки нумай çырнă. Вăл Патăрьел каччи пулнине те асăнса хăвармаллах ĕнтĕ. Кĕçĕн Каçалти Чипчигинсен çемйине халалланă кĕнеке те пур.
- Эсир сăвăсем, очерксем, пьесăсем тата калавсем çыратăр. Романпа повеçсем çырса пăхман-и?
- Эпĕ ытларах çынсен ячĕсене вулакансен асĕнче хăварассишĕн тăрăшатăп. Ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ, çын пирки астăвăм пулсан, çынни хăй те чĕрĕ тесе. Эпĕ атте енчен Сугоров, анне енчен вара - Потапов. Потаповсен çемйи çинчен манăн кĕнеке пур пулсан, Сугоровсем пирки эпĕ çырса ĕлкĕреймен-ха. Çавăнпа та малашнехи тĕллев - Сугоровсен кун-çулне кĕнеке страницисенче уçăмлатасси. Тен, çак ĕмĕт роман е повесть пулса та тухĕ...
- Тата урăх тĕллевсем те пур пулĕ Сирĕн?
- Пур... Çитес вăхăтра Сыктывкарта эпир юлташсемпе тата Комири ял хуçалăхпа продовольстви рынокĕн министерствипе пĕрле çĕнĕ хаçат кăларма пуçлăпăр. Эпĕ унта соучредительсĕр пуçне редактор та пулăп.
- Литература тата журналистика тĕнчипе туслашма кам явăçтарнă-ши тата?
- Маншăн чăн-чăн учительсем - "Октябрь ялавĕ" хаçатăн яваплă секретарĕ Денис Гордеев, Геннадий Уткин, Виктор Шемекеев журналистсем. Эпир вĕсемпе халĕ те туслă пурăнатпăр. Унсăр пуçне эпĕ района килсен Людмилăпа Петр Бариновсем патне хăнана кĕмесĕр каймастăп.
Александр Борисович пирки пĕр иккĕленмесĕр чăн талант тесе калама пулать. Тивĕçлĕ канăва кайнă хыççăнхи çулсенче 70 ытла кĕнеке кăларса ĕлкĕрни вара уйрăмах тĕлĕнтерет. Нумаях пулмасть вăл ачалăхне ирттернĕ Хырхĕрри ял тăрăхĕн библиотекинче хăйĕн кĕнекисен презентацине ирттернĕ, ентешĕсемпе тата юлташĕсемпе тĕл пулса калаçнă, кĕнекисене парнелесе хăварнă.
Александр Борисович тĕллевлĕхĕпе ĕçченлĕхне шута илсен 100 çеç мар, тата нумайрах кĕнеке библиотекăсен çỹлĕкĕсем çине çитĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна "Комири Дюма" тесе чĕнеççĕ. Унăн Францири аташĕ (тезка) те пысăк ĕçченлĕхпе уйрăлса тăнă-çке.
Н.АРХИПОВА.
Источник: "Каçал Ен"