20 декабря 2016 г.
Аслă Чурачăк мĕн авалтанах ятлă-сумлă ял пулнă. Ăна тĕнче картти çинче тупаймастăн, çапах та пирĕн чĕрере вăл питĕ пысăк вырăн йышăнать. Çак ялта пурăнатпăр, ĕçлетпĕр, çемье çавăратпăр, ача-пăча ỹстеретпĕр, мăнуксемпе савăнатпăр. Çул хыççăн çул иртет, сисмесĕрех ялăн историйĕ пуянланать.
Акă, декабрĕн 15-мĕшĕнче Аслă Чурачăксем аякри тăванĕсене, мăн аслашшĕсен тĕп вырăнĕнчен - Çĕрпỹ районĕнчи Чурачăк ялĕнчен - килсе çитнĕ йăхташĕсене кĕтсе илчĕç, хăнасене çăкăр-тăварпа хапăл турĕç. Культура çуртĕнче пир тĕртекен Клавдия Васильевна Варламовăна, кустăрмаллă кĕнчелепе çăм арлакан Мария Николаевна Лукияновăна, ал арманĕпе кĕрпе авăртакан Лидия Александровна Лукияновăна курсассăн хăнасем тỹрех аваллăха лекрĕç. Ялти алă ăстисен ĕçĕсенчен йĕркеленĕ куравра та тĕлĕнмелли чылай пулчĕ. Чĕчкен ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ю.Г.Лукиянов хăнасене культура çурчĕпе, библиотекăпа, искусство шкулĕн филиалĕпе, ял поселенийĕпе, çемье тухтăрĕн офисĕпе, чиркỹпе, вăтам шкулпа паллаштарчĕ.
Каçхине Аслă Чурачăкри культура çурчĕ кĕр кĕрлерĕ. Уяв программине аваллăхран пуçласа паянхи пурнăçа çитерчĕç. Пĕр тымартан тухнă икĕ Чурачăк çыннисем туслăх кĕперне çирĕплетрĕç. Анатолий Николаевич Федоров Çĕрпỹ районĕн тата пирĕн Чурачăк ялĕсен историйĕпе паллаштарчĕ. "Тевет", "Дуслык", "Илем" ушкăнсен юрри-ташши, С.Лукиянов, К.Николаева, Д.Гимаева, С.Тагирова, А.Низамова, Т.Макарова, С.Просвирнов шăрантарнă юрăсем залра ларакансен чунĕсене пырса тиврĕç.
Çулран çул илемленсе те капмарланса пырать пирĕн тăван ялăмăр. Пултаруллă Вадим Шипатов хăйĕн таланчĕпе, ăсталăхĕпе тĕлĕнтерсе ял территорине илемлетессипе уйрăмах маттур. "Ăнăçу" башни мĕне тăрать, каçхине тĕрлĕ тĕссемпе ялкăшать вăл. Илемлĕ арка, тимĕр пăравус, çын - кашниех хăйне майлă пулса тухнă.
Пурăнать-ха эппин пирĕн пĕчĕк çĕршыв, унпа пĕрле эпир те. Кунта яланах килĕшỹ тата телей çеç хуçалантăр. Икĕ ялăн Туслăх кĕперĕ вара çирĕпленсе пытăр.
Т.МАКАРОВА.
Источник: "Каçал Ен"