20 декабря 2016 г.
Декабрĕн 17-мĕшĕнче районта чи анлă та пысăк мероприятисенчен пĕри - Каçалсен ентешлĕх уявĕ - иртрĕ. Ентешлĕхе район территорийĕнче йĕркелени ахальтен мар. Çакă пĕтĕмпех пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнăва çирĕплетессипе, туслăха ỹстерессипе, тĕл пулма майсем туса парассипе çыхăннă. Шупашкарта, ытти хуласемпе районсенче тĕпленнисемшĕн тăван тăрăха çитсе унăн кун-çулĕпе, аталанăвĕпе вырăнта паллашни, çынсемпе тĕл пулни чĕре çине çу сĕрнипе танах пулĕ.
Шупашкар хулинчен килсе çитнĕ хăнасене район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Хасиятулла Идиатуллин, Алексей Самаркин, "Каçал" халăх фольклор ансамблĕ, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Комсомольски район чиккинче савăнăçлă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илчĕç.
- Эпир сире тăван тăрăхра курма пит хавас. Уявсенче çеç мар, ытти чухне те тăван яла илсе çитерекен сукмака такăрлатса тăмах сунатпăр. Пĕрле савăнса пурăннине мĕн çиттĕр? Пирĕн туслăх ĕмĕре пытăр, - терĕ саламласа Алексей Александрович.
- Эх, пире тăван тăрăхра, Каçал çĕрĕ çинче, çăкăр-тăварпа, юрă-ташăпа кĕтсе илнишĕн чунăм савăнать. Хисеп тунăшăн таймапуç, ентешĕмсем, - терĕ тав туса "Кĕтне" ентешлĕх ертỹçи Валери Туркай.
Тĕп хуларан килнĕ ентешсем чи малтанах çуралнă тăрăхне çитсе килме кăмăл турĕç. Хаваслă ачалăх, шухă çамрăклăх ирттернĕ тăван ял хăй ытамне йыхăрать, паллах. Делегацисем Хырай Ĕнел, Нĕркеç, Кĕçĕн Çĕрпỹел, Элпуç, Урмаел, Шурут вăтам шкулĕсенче пĕлỹ пухакан ачасемпе, педагогсемпе тĕл пулчĕç. Хăйсен çитĕнĕвĕсем- пе паллаштарчĕç. Пурнăçра ĕмĕтсене, тĕллевсене пурнăçлама мĕн кирлĕ-ха? Чи малтанах, паллах, шкулта паха пĕлỹ илни, "çанă тавăрса" вĕренни. Сăмахран, çакна Тĕвенеш ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкар хулинче тĕпленнĕ, "Промэнерго" АХО директорĕ А.Ф.Иванов та тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Анатолий Флегентович Нĕркеç вăтам шкулĕнче 8, 9, 11-мĕш классенче пĕлỹ пухакансемпе тĕл пулнă май шкул вăхăтне аса илмесĕр чăтаймарĕ.
- Пĕлетĕр-и, шкулта вĕреннĕ чухне эпĕ автомашина пуçтарма ĕмĕтленеттĕм. Çак тĕллевпе мĕн чухлĕ кĕнеке, журнал вуласа тухмарăм-ши? Автомашина тытăмне пăхмасăр вĕренсе çитрĕм. Тĕрлĕ техникăпа çав тери кăсăкланаттăм. Яланах пĕлĕве ỹстерес, ăсталăха туптас тĕллевпе пурăнаттăм. Халĕ те çаплах. Кашни кунах çĕннине пĕлес, тĕпчес килет. Хамăн тата ĕçченсен опытне ỹстерес тесе тăтăшах ют çĕршывра пулатпăр, ыттисен ĕçĕпе паллашатпăр. Пирĕн заводра 10 çын пурнăçлакан ĕçе ют çĕршыври заводсенче 1 çын тăвать. Çавăнпа та шăпах эсир, çамрăксем, çĕнĕлĕхсене çăмăллăнах алла илессе, çĕршыва аталантарас ĕçре пысăк тỹпе хывасса шанатăп. Сирĕн тĕллев - лайăх вĕренсе, алла професси илсе, пысăк квалификациллĕ специалистсем пуласси, - терĕ Анатолий Иванов.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, Валерий Туркай, Александр Жуков Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче пулчĕç. Вĕсем çумне вырăнти ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем Александр Зайцевпа Анатолий Потемкин хутшăнчĕç. Хăнасене итленĕ май вĕренекенсен куçĕсем çуталса йăлкăшрĕç, пуçĕсенче А.Жуков пек паллă спортсмен, футболист, е пысăк пуçлăх, е поэт, е тата пурнăçне ял хуçалăх ĕçĕпе çыхăнтарса тăван ялĕсене аталантарас ĕмĕт те çуралчĕ пуль.
Ентешсем тăван района пуçтарăннă кун хальхи ăрăва мирлĕ пурнăç парнелесе пуç хунă ентешсене асра тытса палăксем патне чечек кăшăлĕсем хучĕç.
Çак паллă кун районта вăрманти йĕлтĕр йĕрне савăнăçлă лару-тăрура уçни те çынсен асăнчĕ ĕмĕрлĕх упранса юлĕ. Спортсменсем хăйсен кăмăлне кура 1, 3, 5 километрлă дистанцисене чупса киленме пултараççĕ. Кăçалхи трассăна ячĕшĕн мар йĕркелени куçкĕрет. Çакна йĕлтĕрпе ярăнакансем çеç мар, курма килнисем те çирĕплетрĕç. Пĕр километрлă трассăпа вара каçхине те ярăнса киленме пулĕ. Спорт ветеранĕсем Василий Пундяков, Рафик Тимергалеев, Алексей Самаркин ачасене тĕслĕх кăтартса, çулĕсене пăхмасăрах старта тухрĕç.
"Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕ спортпа туслисене пĕр йыша пухрĕ. Кунта районти маттур спортсменсем хуларан килсе çитнĕ ентешсемпе вăй виçрĕç. "Кĕтне" ентешлĕх тата "Кубня" командăсем футзал тата волейбол вăййисенче ăмăртрĕç. Паллах, асăннă вăйăсенче пĕр-пĕринпе хĕрсе тупăшни мар, ентешсемпе тĕл пулса выляни, ăсталăхпа паллашни тĕп вырăн йышăнать. Вăйăсенче туслăх çĕнтерчĕ.
х х х
Ентешлĕх уявĕн иккĕмĕш пайĕ районти культурăпа кану центрĕнче иртрĕ. Ăна Раççейри Кино, Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкне пĕтĕмлетнине халалларĕç. Залри халăха район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Хасиятулла Идиатуллинпа Алексей Самаркин чаплă уяв ячĕпе саламларĕç, Шупашкарта тата ытти хуласенче пурăнакан ентешсене районта яланах хапăл туса кĕтсе илессе шантарчĕç. "Кĕтне" ентешлĕхĕн председателĕ Валери Туркай, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Раççейĕн тава тивĕçлĕ строителĕ Валерий Гордеев тата ыттисем тăван тăрăхра пурăнакансемпе курса калаçма, кирлĕ чухне пулăшма хатĕррине пĕлтерчĕç. Ентешлĕх ĕçне хастар хутшăнакансене, района аталантарассишĕн тăрăшакансене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисемпе тата "Кĕтне" ентешлĕхĕн медалĕсемпе, Тав хучĕсемпе чысларĕç. Эстрада юрăçи, Тукай ялĕн пики Светлана Печникова вара илемлĕ те çепĕç юрăсемпе саламларĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Асанкасси, Тукай, Чĕчкен ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене Николай Карпова, Ольга Андреевăна тата Юрий Лукиянова "Лада Гранта" автомобильсем валли сертификатсем парнелерĕ. "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕ вара спорт инвентарĕ туянма 200 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçрĕ. Тепĕр парни - районти централизациленĕ клуб тытăмне, вĕсем музыка оборудованийĕ туянмалли 700 пин тенкĕлĕх сертификатлă пулчĕç.
Ĕç çыннин çулталăкне вĕçленĕ май сцена çине тĕрлĕ професси çыннисене йыхравларĕç. Кашни ĕçех питĕ кирлĕ те хисеплĕ пулнине ăнланни, хăйсен ĕçне хисеплени, хаклани кама савăнтармĕ? Ятарлă çулталăкра çеç мар, ытти чухне те асра тытасчĕ çакна.Уяв программи савăк юрă-ташăпа пуян пулчĕ. Районти учительсен хорĕ, "Кубняночка", "Мишар", халăх ансамблĕсем, Асанкассинчи пултарулăх ушкăнĕ тата Марина Волкова, Александр Кокшин, Людмила Нямукова, Мария Илларионова уйрăм юрăçсем уçă сассисемпе куракансен кăмăлне çĕклерĕç. Районти ачасен искусство шкулĕнчи "Островок" ансамблĕн кĕçĕн тата аслăрах ташă ушкăнĕсене те ентешлĕхе пухăннисем питĕ ăшшăн йышăнчĕç.
Шупашкартан килнĕ хăнасем те, вырăнта пурăнакансем те уяв çỹллĕ шайра иртнине каларĕç, пысăк хак пачĕç. Анчах мана унта чăваш сăмахĕ, юрри-кĕвви ытларах янăрани çитмерĕ. Çакна чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай, "Хыпар" издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Геннадий Максимов та палăртрĕç. Халăхăмăр çирĕм пĕрремĕш ĕмĕре чăваш пулса кĕчĕ, пурне те пĕрлештерсе тăракан тăван чĕлхене манăçа кăларас марччĕ. Йĕркелỹçĕсем малашне çакна шута илеççĕ пуль тетĕп.
"Ĕмĕр-ĕмĕрех асăмра юлать
Çак ытарайми тĕлпулу"
- юрăпа вĕçленчĕ ентешлĕх уявĕ. Ку чăннипех çапла тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен пирĕн ĕмĕр-ĕмĕрех пĕрле пурăнмалла. Çут тĕнчене килсе пĕрремĕш утăм тунă, çара уран чупнă тăван çĕре епле асран кăларăн?
А.ЕФРЕМОВА,
Л.ШУРЯШКИНА.
КОММЕНТАРИ
Анатолий ИВАНОВ:
- Ентешлĕхе тĕп хулара çеç мар, районта йĕркеленине ырласа йышăнатăп. Çакă уйрăмах район центрĕнче, ялта пурăнакансемшĕн меллĕ. Вĕсем кашни çулах пур ĕçе пăрахса хулари ентешлĕхе хутшăнаймаççĕ. Районта вара тус-тăвансемпе тĕл пулма вăхăт тупма пулатех. Кăçалхи ентешлĕх уявĕ çав тери çỹллĕ шайра иртнине уйрăммăн палăртса хăварас килет. Савăнăçлă юрă-ташăпа кĕтсе илсе кăмăла çĕклерĕç. Шкул ачисемпе тĕл пулса калаçни ачалăха илсе çитерчĕ. Комсомольски вăрманĕнче чаплă йĕлтĕр трасси тума май тупнишĕн те калама çук савăнтăм. Халĕ кунта чаплă спортсменсем çитĕнессе шанатăп. Культура çуртĕнчи хаваслă концерт, маттур та пултаруллă ĕç çыннисене чыслани, пĕр сăмахпа каласассăн пĕрле пуçтарăнса савăнни ĕмĕрлĕхе асра юлĕ. Маттур эпир, Каçал ен çыннисем. Ĕçлеме те, канма та пĕлетпĕр.
Источник: "Каçал Ен"