АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕхе ан çухат!

16 декабря 2016 г.

Умра - Çĕнĕ çул. Хаваслă та асра юлмалли уяв тепĕр чухне асăрханусăрлăха пула кĕтменлехе çаврăнать.

Çынсене тимлĕрех пулма хăнăхтарас, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене аса илтерес тĕллевпе кашни çулах, пысăк уявччен, "Çĕнĕ çул" профилактика мероприятийĕ йĕркелетпĕр. Акă, çак кунсенче эпир Тукай Мишер вăтам шкулĕнче ачасемпе тата вĕрентекенсемпе тĕл пултăмăр. Пурте пĕрле пухăнса тĕрлĕ ыйту сỹтсе яврăмăр, çавăнпа пĕрлех пушар тухас пулсассăн чи малтан мĕн тумаллине те аса илтĕмĕр. Чи кирли - çухалса каймалла марри. Темĕнле лару-тăруран та çаврăнса тухма пĕлмелле.

Ачасемпе курса калаçнипе пĕрлех вăтам шкулта сигнализаци мĕнле ĕçленине, эвакуаци алăкĕсем уçăлнине, пушар сỹнтермелли пирвайхи хатĕрсем пуррине тĕрĕслерĕмĕр. Шкулта çав тери сыхă пулмалла. Уйрăмах педагогсен пĕрремĕш пулăшу пама, ачасене урама илсе тухма пĕлмелле. Асăрхануллă та тимлĕ пуласчĕ.

Д.КУЗЬМИН,

районти пушар надзор уйрăмĕн начальникĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика