АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ ыйтăва уçăмлатнă

16 декабря 2016 г.

 Декабрĕн 12-мĕшĕнче, Раççей Федерацийĕн Конституцине йышăннă кун, 12 сехетрен 20 сехетчен Пĕтĕм Раççейĕпе харпăр хăй ыйтăвĕсемпе граждансене йышăнмалли ятарлă куни иртнĕ. Чăваш Енре Раççей Федерацийĕн Президенчĕн тата ытти влаç органĕсен Чăваш Республикинчи йышăну пỹлĕмĕсен алăкĕсем уçă пулнă. Çавăнпа пĕрлех вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче те йышăну кунĕ анлăн иртнĕ.

РФ Президенчĕн йышăну пỹлĕмне 25 гражданин кăсăклантаракан ыйтусемпе пынă. Вĕсем кашниех çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхпа, социаллă сферăпа, çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе çыхăннă ыйтусемпе тулли хуравсем илнĕ.

Территорисенчи федераллă влаç органĕсене вара республикипе пурĕ 918, ĕç тăвакан регионаллă влаç органĕсене - 195, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене 1392 çын харпăр хăй ыйтăвĕсемпе пынă. Пĕтĕм Раççейри Йышăну кунне республикăра пурĕ 2530 заявитель хутшăннă. Вĕсен вырăнта татса пама май пур ыйтăвĕсене хуравсем панă, патшалăхăн влаç органĕсене пырса тивекеннисене çитес вăхăтра уçăмлатĕç.

Çав кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин та, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те йышăнăва килнисен ыйтăвĕсене шута илнĕ. Йышăну кунĕнче 96 çын килнĕ. Ентешĕмĕрсене тĕрлĕ ыйту канăçсăрлантарать: çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси, çамрăксене ĕçе вырнаçтарасси тата вĕсене предпринимательлĕх ĕçне явăçтарасси, çĕр участокĕсем парасси тата ытти те.

Нумай ыйтăва вырăнтах татса пама май килнĕ. Йышăну кунĕ вĕçленсен вара çынсене обращени-йĕсене пăхса тухма структурăри ятарлă подразделенисен ертỹçисене хушусем янă. Граждансем те Раççейĕпех йышăну кунĕ йĕркелени ырă пулăм иккенне, çав кун влаç органĕсен представителĕсемпе курса калаçма, ыйтăва уçăмлатма, сỹтсе явса пĕр шухăш патне килсе тухма май пуррине, йышăну кунĕ пуçлăхсемпе ахаль çынсемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса хăварнă.

Н.АРХИПОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика