АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улшăнусем куçкĕрет

16 декабря 2016 г.

 Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă кăçалхи Çырăвĕнче ытти сферăсемпе пĕрлех медицинăри çитменлĕхсем çине те пусăм турĕ. "Сывлăх сыхлавĕнче çивĕч ыйту нумай-ха. Граждансем черетсене те, кăнттамлăха та кураççĕ. Врачсен ĕç калăпăшĕ пысăк, кирлĕ специалист патне кĕме йывăр", - терĕ вăл. Ман шутпа, çĕршыв ертỹçи калани больницăсен ĕçне пурин те критиклеме пуçламаллине пĕлтермест, çав кăлтăксене пĕтермелли çул-йĕре пĕрле шырама хистет.

Пирĕн тăрăхра сывлăх сыхлавĕн сферинче ĕçсем мĕнле пыни пирки Комсомольски район больницин тĕп врачĕпе Валентина Озеровăпа калаçу пулчĕ. "Районти медицина учрежденийĕсенче квалификациллĕ специалистсем çитеççĕ. 2013-2015 çулсенче кăна "Земство тухтăрĕ" программăпа 10 çамрăк врач килчĕ. Çамрăксем хушшинче вĕренекенсем татах та пур", - терĕ Валентина Алексеевна.

Тĕп больницăн пурлăхпа техника никĕсĕ куллен çирĕпленсе пыни те куçкĕрет. Акă, сиплев корпусне профнастилпа витрĕç. Йывăç рамăллă çĕрĕшнĕ чỹречесенчен епле сивĕ кĕретчĕ тата, астăватăр-и? Вĕсен çуррине улăштарнă. Анализсем валли банка йăтса урамри туалета утасси те хыçа юлчĕ, халь çакăн валли ăшă вырăн пур. 20 çул ĕçлемен лифта хута янăшăн медсестрасемпе санитаркăсем чăннипех савăнаççĕ пуль. Лапороскопи установкипе усă курса тăвакан операцисене пула миçе çын пурнăçне çăлса хăварма май килнĕ тата? Унпа пысăк квалификациллĕ хирург Эдуард Максимов ăнăçлă ĕçлет. "Суточный монитор" приборпа тивĕçтерни вара диагноз лартнă, сиплев палăртнă чухне пысăк пулăшу парать. Пĕтĕм улшăну çинчен çырса тăмăп, мĕншĕн тесен районта пурăнакансем вĕсене хăйсемех кураççĕ. Паллах, пурте йĕркеллĕ теме иртерех-ха, юсав ĕçĕсем тумалли те нумай, кивелнĕ оборудовани те пур.

Черетсене илсен, вĕсем сиплев учрежденийĕсенче яланах пулнă. Çакă хамăртан та килет пуль, мĕншĕн тесен сыватмăша пурте кăнтăрлаччен çитме васкаççĕ. Тĕрĕссипе, поликлиника 15.42 сехетченех ĕçлет, Комсомольскинче, çывăхри ялсенче пурăнакансем, анализсем памасан, кăнтăрла хыççăн килсен те ĕлкĕрнĕ пулĕччĕç.

Астăватăр-и, Перекет банкĕнче еплеччĕ? Электронлă черет туса хунă хыççăн тинех йĕрке пулчĕ. Пурнăç пĕр вĕçĕмсĕр аталанать, пурăна-киле больницăсенче те çаплах пуласса шанас килет. Хальлĕхе вара черете пăсакансем кашнинчех тĕл пулаççĕ. Çамрăккисемпе вăйпиттисемех пĕр-пĕр сăлтав тупса кĕрсе каяççĕ, ваттисемпе чирлисем вара чĕнмесĕр нушаланса лараççĕ. Çынсем, пĕр-пĕрне хисеплемеллине манас марччĕ!

Любовь ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика