16 декабря 2016 г.
Кăçалхи çула Раççейре — кинона, Чăваш Енре ĕç çыннине халалларĕç. Çулталăк ячĕсемпе çыхăннă мероприятисем республикăра сахал мар иртрĕç. Иртсе пыракан çула пĕтĕмлетме те вăхăт çитрĕ. Декабрĕн 13-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи Пăр керме-нĕнче Кино тата Ĕç çыннин çулталăкне вĕçлесе, 2017 çулта Раççейре Экологи, Чăваш Енре Амăшĕпе ашшĕн çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Уяв хăйне евĕрле те кашнин кăмăлне тивĕçтермелле иртрĕ.
Ĕçчен заводра станок умĕнче тăрать-и, фермăра ĕне сăвать-и, уй-хирте ака тăвать-и, ачасене пĕлỹ парать-и - вăл пилĕк авса ĕçлет. Эпир вĕсемпе мухтанма тивĕç. Уявра Михаил Игнатьев тĕрлĕ тытăмра тăрăшакан ĕçченсене, ачасене тивĕçлĕ воспитани паракан çемьесене Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе чысларĕ. Вĕсен йышĕнче пирĕн районти централизациленĕ клуб тытăмĕн ĕçченĕ Виктор Кокшин пулни вара уйрăмах савăнтарать. Виктор Александровича культура сферинче нумай çул тăрăшнăшăн "Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят пачĕç.
Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи Ольга Зайцева республикăра çемье хаклăхĕсене упрас, çитĕнекен ăрăва сывлăхлă та ăслă, пултаруллă çи-тĕнтерес ĕç ăнăçлă пурнăçланса пынине каларĕ. Вĕсен пуçарăвне шута илсе, 2017 çула Амăшĕпе ашшĕн çулталăкĕ тесе йышăннăшăн чĕререн тав турĕ. Чăваш Енри халăхсен Ассамблейин председателĕ Лев Кураков, Чăваш Наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов чăваш халăхĕ ĕçчен те маттур, туслă пулнине, проектсене çăмăллăнах ĕçе кĕртнине асăнса хăварчĕç. Çитес çул тăван тавралăха илем кĕртессипе, амăшĕпе ашшĕн хисепне çỹллĕ шая çĕклессипе тата та тухăçлăрах ĕçлемеллине каларĕç.
Уявра юрă-ташă нумай пулчĕ. Залра ларакансене Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн симфони оркестрĕ, юрăпа ташă ансамблĕ, ача-пăчасен "Флеш" ташă ушкăнĕ, "Голден флеш" шоу-балет савăк кăмăл парнелерĕç. Уявăн чи пысăк парни вара "Премьер-министр" ушкăнăн концерчĕ пулчĕ.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"