АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Артистсемпе пĕрле савăннă

13 декабря 2016 г.

 Декабрĕн 8-мĕшĕ Урмаел ялĕнче пурăнакан Шараповсемшĕн чăн уява çаврăнчĕ. Çак кун "Мишар" халăх фольклор ансамблĕн артисчĕсем вĕсен çемйине илемлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç. Шараповсен хĕрĕсем - йĕкĕрешсем Алияпа Гелия - артистсене чунтан юратаççĕ, кашни кунах вĕсем шăрантаракан юрăсене итлеме хавас. Гельзинур Вахитова, Ильдус Шайдуллин юрăçсем хĕрсем кăмăллакан чи лайăх юрăсене парнелерĕç. Алияпа Гелия, сусăррине пăхмасăрах, ял пурнăçĕпе, унăн культурипе кăсăкланаççĕ. Ашшĕпе амăшĕшĕн - Ферит эфендишĕн тата Гальсум ханумшăн - хĕрĕсем пурнăç илемĕ, телей парнелекенĕсем. Хĕрĕсене артистсем килсе савăнтарнăшăн вĕсем черерен тав тăваççĕ.

Ф.ГИБАТДИНОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика