13 декабря 2016 г.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен органсем ĕçсĕр юлнă çынсене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерес тĕллевпе обществăлла ĕçсем йĕркелеççĕ. Çавсенче пулнисем шалу укçи те илеççĕ.
Кăçалхи январь - декабрь уйăхĕсенче тĕрлĕ организацисемпе, предприятисемпе обществăлла ĕç йĕркелессипе 32 килĕшỹ тунă. Ытларах обществăлла ĕçсем йĕркелеме районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе индивидуаллă предпринимательсем хутшăнни кăмăллă. Çапла май вĕсемпе килĕшỹ туса ĕçсĕр 169 çынна вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарма пултартăмăр. Ку тĕллеве пурнăçлама республика бюджетĕнчен 152033 тенкĕ тăкакланă.
К.КОКШИН,
районти ĕçпе тивĕçтерекен центрăн директорĕ.
Источник: "Каçал Ен"