АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ ыйтупа йышăннă

13 декабря 2016 г.

 Ĕнер, декабрĕн 12-мĕшĕнче, Пĕтĕм Раççейре йышăну кунĕ иртрĕ. Ăна кашни çулах йĕркеленин тĕллевĕ - патшалăхăн е вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем çынсене хумхантаракан ыйтусене татса пама пулăшасси, вĕсене уçăмлатасси.

Çавна май районта пурăнакансене район, ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче харпăр хăй ыйтăвĕсемпе 12 сехетрен пуçласа 20 сехетчен йышăнчĕç. Вырăнтах татса пама май пур ыйтусене хуравсем пачĕç, патшалăх влаç органĕсене пырса тивекеннисене çитес вăхăтра уçăмлатĕç.

Раççейĕпех йышăну кунĕ йĕркелесси йăлана кĕни - çав тери ырăм пулăм, мĕншĕн тесессĕн влаç органĕсен представителĕсемпе курса калаçма, ыйтăва уçăмлатма, сỹтсе явса пĕр шухăш патне килсе тухма май пур.

Районта йышăну кунĕ мĕнле иртнĕ пирки, граждансене епле ыйтусем хумхантарнипе тĕплĕнрех çитес номерте паллаштарăпăр.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика