АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен çын ĕмĕр мухтавра

13 декабря 2016 г.

 Районти минераллă тата пылак шывсем кăларакан "Кооператор" производство комбинатĕнче тăрăшакансем ĕçре те, канура та маттур. Пушă вăхăт тупăнсанах вĕсем алла район хаçатне "Каçал ене" тытаççĕ. Акă, Наиле Галиахметовна Камальтдинова, Вера Николаевна Владимирова, Наталья Николаевна Родионова ĕçченсем - чи тăрăшуллисенчен пĕрисем. Ахальтен мар завод ертỹлĕхĕ хĕрарăмсем виççĕшĕ те ĕçчен, вăр-вар та çаврăнăçуллă пулнине, хăйсен ĕçне аван пурнăçланине палăртать.

Вĕсем - коопераци палăртнă çул-йĕрпе çирĕппĕн утакан, çĕнĕлĕхсене, малашлăх плансене пурнăçа кĕртес тесе куллен ырми-канми вăй хуракан çынсем. Акă, Наиле Камальтдинова 9 çул, Вера Владимирова 4 çул комбинатра тăрăшаççĕ. Наталья Родионовăн ĕç стажĕ вара 28 çулпа танлашать. Ĕçтешĕсемшĕн вăл - пуян опытлă, ялан пулăшма хатĕр, кирлĕ вăхăтра сĕнỹ-канаш пама пултаракан маттур ĕçчен, хисеплĕ юлташ.

- "Кооператорти" специалистсем хăйсен ĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçлаççĕ, яланах халăх ыйтăвне тивĕçтерме, плана тултарма тăрăшаççĕ. Пысăк опытлă ĕçченсем хальхи технологисемпе, оборудованипе пĕлсе усă курни, çĕнĕлĕхсене çул пани курăмлă аталанса пыма май парать, - терĕ ĕçченсене мухтаса производство комбиначĕн директорĕ Мансур Ямалиев.

А.АНТОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика