13 декабря 2016 г.
Декабрĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин премьер-министрĕ Иван Моторин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федерацин влаç органĕсен территорири ертỹçисемпе, муниципалитетсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ.
Чи малтанах Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Резников çул-йĕр фончĕпе мĕнле усă курни çинчен каласа панă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, çул-йĕр фончĕн 2016 çулхи бюджет ассигнованийĕн калăпăшĕ 4658,7 млн тенкĕпе танлашнă.
Çавăн пекех тĕп ыйтусенчен пĕри Чăваш Енре планетари тăвас ыйту пулнă. Планетарие Шуршăлти А.Г.Николаев ячĕллĕ мемориал комплексĕнче е Шупашкар хулинчи А.Г.Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕнче тăвас проектсене пăхса тухнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçи Юрий Васильев бюджет укçи-тенкипе эффективлă усă курмаллине, республикăра пурăнакансен интересĕсене шута илмеллине палăртса хăварнă.
- Сăмах çĕршер миллион тенкĕ пирки пырать. Çавăнпа та паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен комплекс кунне пĕр-икĕ экскурси йĕркелессишĕн çеç ĕçлемелле мар. Ку ыйтăва Шуршăлта татса пама çăмăл мар, - тенĕ Юрий Егорович.
Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков пĕлтернĕ тăрăх, космонавт мăшăрĕ Валентина Терешкова планетарие Шупашкарта тума сĕннĕ.
Иван Моторин премьер-министр 2017 çулхи январь уйăхĕн çурриччен планетарин проектпа смета документацине хатĕрлесе пĕтерме тата строительство ĕçĕсем валли укçа-тенкĕ уйăрассине пăхса тухма сĕннĕ.
Шупашкар хулинче тума палăртнă планетари нумай функциллĕ комплекс пулмалла. Унта интерактивлă музей, тĕрлĕ залсем, кружок пỹлĕмĕсем тата ытти те тăвасшăн.
Источник: "Каçал Ен"