АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăх çыравĕ иртнĕ

09 декабря 2016 г.

 2016 çулхи июлĕн 1 - августăн 15-мĕшĕсенче (тĕп тапхăрĕ) Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ иртрĕ. Аякри, пырса çỹреме кансĕр вырăнсенче çырав сентябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 15-мĕшĕччен пынă.

Çĕршыври паллă мероприятие, унăн ĕç-хĕлне халĕ малтанласа пĕтĕмлетме тытăннă та ĕнтĕ. Росстат ертỹçи Александр Суринов Сочири канашлура каланă тăрăх - Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ ăнăçлă, пăтăрмахсăр иртнĕ. Çакă Росстат тата унăн территорири органĕсем пĕлтерĕшлĕ мероприятие ирттерме норматив, меслетлĕх, йĕркелỹ тата техника енĕпе лайăх тивĕçтернипе çыхăннă. Мероприятие паянхи пурнăçпа тата Пĕтĕм тĕнчери ял хуçалăх çыравĕпе килĕшỹллĕн йĕркеленĕ, иртнĕ çыравăн (2006 çулхи) ырă енĕсене те тĕпе хунă. Малтанласа палăртнă тăрăх, çыравра ял хуçалăхĕн 36,4 пин организацийĕ, 174,8 пин хресчен (фермер) хуçалăхĕ тата уйрăм пайтаçă, граждансен 18,2 млн харпăр хăй тата ытти уйрăм хуçалăхĕ, коммерциллĕ мар 76,3 пин пĕрлĕхĕ тĕлĕшпе информаци пухнă. Малтанхи кăтартусем Росстат сайтĕнче пичетленнĕ, вĕсене статистика бюллетенне кĕртнĕ. Çыравăн тулли кăтартăвне Росстат çитес çулхи тăваттăмĕш кварталта пичетлесе кăлармалла. 2018 çул вĕçленнĕ тĕле - юлашки пĕтĕмлетỹсене.

Н.АЛЕКСАНДРОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика