09 декабря 2016 г.
Коррупци хăрушлăхĕ пысăкки каламасăрах паллă, çавăнпа Комсомольски районĕн прокуратури унпа кĕрешессине хăйĕн тĕп тивĕçĕсен шутĕнче курать. Çавна май кăçал тĕрĕслев ĕçĕсем тăтăшах йĕркеленĕ, саккуна пăснă 38 тĕслĕхе тупса палăртнă. Унпа килĕшỹллĕн 1 протест тата саккуна пăснăшăн 30 представлени çырнă.
Прокуратура ĕçченĕсем тĕрĕслев ирттернĕ май вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче правăпа норма акчĕсене пăснă коррупци сĕмĕллĕ 38 тĕслĕхе тупса палăртнă. Унпа пĕрлех муниципаллă служащисем тупăш çинчен пĕлтерекен тата пурлăх тăкакĕсен сведенийĕсене кирлĕ пек хатĕрлемен, муниципаллă, патшалăх служащийĕсене ĕçе илнĕ чухне те йĕркене пăхăнман.
Кăçал право хуралĕн органĕсенче координаци канашлăвĕсем йĕркеленĕ. Канашлусенче коррупцине хирĕç тăрас ыйтăва тата должноçри çынсем саккуна пăхăнса ĕçленине тĕрĕслесе тăрассине сỹтсе явнă. Çавна май хушма мерăсем, пĕрлехи профилактика мероприятийĕсем ирттерме йышăннă.
Граждансене коррупци тĕслĕхĕсем çинчен хĕрỹ лини телефонĕпе - 5-11-16 номерпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр. "Хĕрỹ линипе" йышăннă ыйтусене федерацин "Раççей Федерацийĕн гражданĕсен ыйтăвĕсене пăхса тухмалли йĕрке çинчен" тата "Коррупципе кĕрешесси çинчен" саккунĕсемпе çирĕплетнĕ йĕркепе тишкереççĕ.
Комсомольски районĕн прокуратури.
Источник: "Каçал Ен"