09 декабря 2016 г.
ООН Генераллă Ассамблейи пуçарнипе раштавăн 9-мĕшĕнче çуллен Коррупципе кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăвасси йăлана кĕнĕ. Çавăнпа та çак кун умĕн РФ Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи следстви пайĕн начальникĕпе Андрей Ивановпа курнăçрăмăр, коррупципе çыхăннă ыйтусене çĕклерĕмĕр.
- Андрей Геннадьевич, юлашки вăхăтра тĕп телеканалсемпе коррупципе кĕрешессипе хыпарсем час-часах тухаççĕ. Çĕршывра кашни эрнерех тенĕ пек кам та пулин çакăн çинче çакланать. Мĕншĕн-ха çапла?
- Кашни тытăмра ку енĕпе ĕçе тĕрĕс йĕркелени, çитменлĕхсене вăхăтра тупса палăртни тата вĕсене çийĕнчех тĕп тума тăрăшни кирлĕ. Коррупци сĕмĕллĕ тĕслĕхсем хальхи вăхăтра тĕрлĕ сферăсенче вăй илеççĕ. Пур ĕçе те саккун ыйтнă пек, йĕркипе тăватпăр пулин те, "усаллисем" тупăнсах тăраççĕ. Пирĕн обществăра пурте пĕрле тăрăшмасан нимĕнле усала та çĕнтерес çук, унпа пĕрлех коррупцие те. Коррупционерсем пирки вăхăтра следстви уйрăмне пĕлтерни пысăк вырăн йышăнать.
- Республикăра çак енĕпе лару-тăру мĕнлерех-ши тата?
- Прокурорсен тĕрĕслевĕсен кăтартăвĕсем тăрăх, кăçалхи иртнĕ уйăхсенче республикăра патшалăх тата муниципалитет служби, коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккунсене пăснипе çыхăннă 183 уголовлă ĕç пуçарнă, пурне те суда янă, вĕсене тишкерсе 70 çынна явап тыттарнă.
- Айăплисем ытларах мĕнле майпа саккуна пăсаççĕ?
- Следовательсем иртнĕ уйăхсенче ытларах коррупципе çыхăннă çак преступленисем тăрăх уголовлă ĕçсем пуçарнă: ултавшăн - 46, укçапа сутăнтарнăшăн (коммерческий подкуп) - 35, взятка илнĕшĕн - 34, ĕçре улталанăшăн - 28, взятка панăшăн - 17, ĕç вырăнĕпе усă курса саккуна пăснăшăн - 14, ĕç вырăнĕпе усă курса пурлăха е укçана ярса илнĕшĕн е салатнăшăн - 4, ĕç вырăнĕнче полномочисене ỹстернĕшĕн - 3 уголовлă ĕç.
- Эсир каланă преступленисене пула тăкак та самаях пулнă ĕнтĕ.
- Çапла, иртнĕ тапхăрта коррупцие пула суда янă ĕçсем тăрăх çеç патшалăхпа общество тỹснĕ тăкак 40 миллион ытла тенкĕпе танлашнă. Следовательсем çине тăрса ĕçлени 7,5 миллион тенке яхăн саплаштарма май панă. Çак категорири тăкаксене саплаштарас тĕллевпе следовательсен пурлăха - машинăсене, хваттерсене, çĕр участокĕсене, кил-çурта -арестлеме тивнĕ. Арестленĕ пурлăха 17,5 миллион тенкĕлĕх хакланă. Çавăнпа пĕрлех, преступниксем çывăх çыннисем çине регистрациленĕ пурлăха та арестленĕ.
- Мĕнле сферăсенче коррупципе çыхăннă преступленисене тăрă шыв çине кăларнă вара?
- Шел те, кашни сферăрах "таса мар алăллисем" тупăнаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, суту-илỹ, апатлану, халăха пулăшупа тивĕçтерессине йĕркелекен сферăра коррупци тарăн тымар янă, кунта кăçал саккуна пăснăшăн 31 преступлени шута илнĕ. Вĕсемпе 30 çыннăн ĕçне суда янă. Право сыхлав органĕсенче тăрăшакансем те ỹксе юласшăн пулман, кĕсйине хулăнлатас тесе 11 çын коррупции сĕмĕллĕ 24 преступлени тунă. Финанс ĕç-хĕлĕнче те лару-тăру çивĕч, кунта 7 çыннăн ĕçĕсене суда янă. Шел пулин те, общество чирĕ вĕрентỹпе наукăшăн та ют мар, кунта 11 преступленишĕн 5 çынна айăпласа суда панă. Куçман пурлăхпа тĕрлĕ операцисем ирттерекен сферăра вара 4 çын явап тытĕ. Строительство, кил-çуртпа тивĕçтерекен, тĕрлĕ сооруженисен проекчĕсене тăвакан сферăра 4 коррупционер ĕçне суда янă, агропромышленноçпа ял хуçалăхĕнче 12 преступленишĕн 3 çынна айăпланă.
- Сирĕн шухăшăрпа, коррупци сарăлнин сăлтавĕ мĕнре, епле аталанать вăл?
- Коррупци, паллах, яланах пулнă. Анчах паян унпа шелсĕррĕн кĕрешмелле. Рынок аталаннă, бизнес вăй илнĕ май коррупци умĕнче çĕнĕ алăксем уçăлаççĕ. Взятка илни-панине пула явапсăрлăх тата хăйсене айăпсăр туясси аталанать. Коррупцие вăй илме бизнес та пулăшать - шăпах усламçăсем унăн çăлкуçĕ пулса тăраççĕ те. Çакăн йышши преступленисене влаç çыннисем тăтăшах тăваççĕ, хăйсен пурлăхне темшĕн вĕсем патшалăхăннипе пăтраштараççĕ. Нимĕн çĕнни те каламастăп: взятка çирĕп тĕрĕслев çитменнипе, айăплисене явап тыттарманнипе, явапсăрлăхпа çыхăннă. Шел те, патшалăх тытăмĕнче вăй хуракан хăш-пĕр чиновник, ертỹçĕ саккун çине алă сулать те хăйĕн кĕсйи пирки ытларах шухăшлать. Çавăнпа та пирĕн тĕп тĕллев - коррупциллĕ преступленисене хирĕç кĕрешес ĕçе тата та вăйлатасси, айăплисене явап тыттарасси, саккуна пăснă, коррупциллĕ схемăсенче хăйсен ячĕсене вараланă чиновниксене тытма юрамасть текен мифсене пĕтересси.
Н.АРХИПОВА калаçнă.
Источник: "Каçал Ен"