09 декабря 2016 г.
Ытларикун Чулхулара РФ Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Атăл тăрăхĕнчи массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе тĕлпулнă. Унта "Хыпар" хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ Дмитрий Моисеев, "Грани" хаçатăн тĕп редакторĕ Наталия Колыванова, "Чăваш Ен" ПТРК директорĕ Екатерина Канюка хутшăннă.
Михаил Бабич МИХсен ертỹçисемпе округăн 2016 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тата обществăпа политика пурнăçĕн кăтартăвĕсене сỹтсе явнă. Вăл нацисен тата конфессисен хушшинчи хутшăнусен ыйтăвĕсем, коррупципе тата терроризмпа кĕрешесси влаç ĕç-хĕлĕнче тĕп вырăнта пулнине çирĕплетнĕ.
Михаил Бабич çынсене ĕç укçи тỹлессипе, ĕç вырăнĕсене упраса хăварассипе, ЖКХпа çыхăннă ыйтусене çирĕп тĕрĕслесе тăни çинчен каланă. Пысăк хăвăртлăхлă "Мускав - Хусан" магистраль строительстви çинче те чарăнса тăнă, проекта 2021 çулта вĕçлессине пĕлтернĕ. Инвестици илĕртỹлĕхĕн рейтингĕнче вăл Тутарстанпа Чăваш Ене уйрăммăн палăртнă.
"Çак тĕлпулу формачĕ регионсен çивĕч ыйтăвĕсемпе çитĕнĕвĕсем пирки оперативлă майпа пĕлме май парать. Патшалăхăн пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсене пурнăçлас енĕпе округ хăй, Чăваш Ен кỹршĕ регионсен хушшинче рейтингра хăш йĕркесенче пулнине пĕлме интереслĕ пулчĕ. Чăваш Ене коррупципе кĕрешес, инвестици илĕртỹлĕхĕпе лидерсен шутĕнче асăннине илтме кăмăллă. Вăл хытă каяшсене пытармалли проекта та асăнчĕ. Унпа куçа-куçăн курнăçнă май пассажирсене пĕр регионтан теприне илсе çỹремелли программа çитес çул та ĕçлессине, ИЛ-114 самолетсене хамăр çĕршывра серипе 2020 çул тĕлне туса кăларма пуçлассине пĕлтĕмĕр", - пĕлтернĕ "Чăваш Ен" ПТРК директорĕ Екатерина Канюка.
Полпред палăртнă тăрăх, Чăваш Ен - коррупципе кĕрешес енĕпе лидерсенчен пĕри, коррупцие хирĕç тĕрĕслевсен шучĕ çулталăк пуçланнăранпа вунă хут ỹснĕ.
Источник: "Каçал Ен"