09 декабря 2016 г.
Çĕршывăн тĕп хулинче пирĕн ентешсем йышлă пурăнаççĕ. Çуралнă çĕртен аякра тĕпленнĕ пулин те, тăван культурăри çĕнĕлĕхсене пĕлмесĕр тăмаççĕ вĕсем. Мускава Шупашкартан, республикăри районсенчен эстрада артисчĕсем, халăх фольклор ансамблĕсем, çыравçăсемпе сăвăçсем тăтăшах каяççĕ, тĕлпулусем, уявсем ирттереççĕ.
Акă, декабрĕн 3-мĕшĕнче те пирĕн çĕршывăн тĕп хулинче "Ахах-мерчен аваллăхĕ" ятлă чăваш халăх тумĕн уявĕ пулчĕ. Ăна Чăваш наци конгресĕ, Чăваш Республикин Культура министерстви пĕрле йĕркеленĕ. Чăваш Енре кăçал Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнине шута илсе çак уява Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченне, халăх ăстине Зинаида Вороновăна халалланă. Ỹнер тĕнчинче нумай çул тăрăшакан Зинаида Воронова кăçал 65 çул тултарчĕ тата вăл чăваш тумĕсемпе ĕçлеме пуçланăранпа 25 çул çитрĕ. Чăваш тумне сума суса тата ăна ăсталакана хисеплесе Мускаври "Красный Октябрь" культура керменĕнче илемлĕ уяв пулчĕ. Унта çитсе хăйĕн пултарулăхĕпе Мускаври ентешсене савăнтарма Комсомольски районĕнчи "Каçал" халăх ансамблĕ те тивĕçрĕ. Каçалсем шаннине чăна кăларчĕç тесе калас килет. "Красный Октябрь" культура керменĕ пĕр хушă кĕрлесе кăна тăчĕ, фойере "Каçал" ансамбль Мускав халăхне чăваш юрри-ташшипе кĕтсе илчĕ. Тăван кĕвĕ-çемĕне илтсе нумайăшĕ пĕрле ташша ячĕ. Комсомольски районĕнче çу-ралса ỹснисем вара уйрăмах савăнчĕç пуль, çывăх сăнсене курсан вĕсем пырса ыталанчĕç, салам сăмахĕсем каларĕç. "Питĕ маттур эсир, ентешĕмĕрсем! Мăнаçланатпăр сирĕнпе, уява чăн илем кỹрекенсем пултăр", - терĕç Альбина Дьяконовăпа (Комсомольски) Галина Филиппова (Борисова, Вутлан), Владислав Борисов (Çĕнĕ Мăрат).
РФ Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикин полномочиллĕ Представителĕн ĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Шакин, Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаковпа Олег Николаев, Мускаври чăваш культурин центрĕн ертỹçи Лира Смирнова тата ытти хастарсем илемлĕ уяв йĕркеленĕшĕн тав турĕç. Зинаида Вороновăна чăваш тумĕн пĕлтерĕшне çĕкленĕшĕн, унăн пуласлăхне çамрăк ăрăва парас ĕçре ырми-канми ĕçленĕшĕн тав туса чечек çыххисем парнелерĕç.
Зинаида Ивановна ăсталанă чăваш тумĕсенчен унта дефиле йĕркелерĕç. Чăваш тумĕ епле илемлĕ, çыпăçуллă пулнине тепĕр хут курса ĕненчĕç уява пухăннисем. Чăваш çи-пуçне тата кашни артист юрланине, ташланине Мускаври ентешсем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç, тав турĕç. "Каçал" фольклор ушкăнĕ тата "Мерчен" ташă ансамблĕ, Мария Горшкова, Василий Николаев, Вячеслав Вахтеркин юрăçсем пĕрре мар сцена çине тухса тĕп хулари чăвашсене савăнтарчĕç. Кунти чăваш культурин центрĕн ертỹçи Лира Смирнова Чăваш Енрен килсе уяв туса паракансене Тав хучĕпе чысларĕ, татах та килсе çỹреме чĕнчĕ. Уява Шупашкарти филармонин "Çеçпĕл" юрă ушкăнĕ вĕçлерĕ. Йăхташăмăрсем чылайччен саланма васкамарĕç, чун каниччен чăвашла ташларĕç, тăван республикăран килнĕ хăнасенчен уйрăлаймарĕç.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"