АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх пулăшăвĕпе - фермер хуçалăхĕ

09 декабря 2016 г.

Патшалăх пулăшăвĕпе - фермер хуçалăхĕ

 Каçал тăрăхĕнче ĕçчен те маттур çынсем пуррăннине пĕр-икĕ тĕслĕхпе çеç мар, вун-вун тĕслĕхпе çирĕплетме пулать. Ялсенче хушма хуçалăхсем лайăх аталаннă, 5-6 ĕне тытакансем те йышлă. Çынсем çĕрулми, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Чĕртавар сутса тупăш илеççĕ. Лайăх ĕçлесен аякка çỹремесĕрех укçа тума пулать. Районта ял хуçалăх предприятийĕсемпе колхозсем, фермер хуçалăхĕсем сахал мар пулин те, ял хуçалăх ĕçне çанă тавăрсах ĕçе кỹлĕнекенсем те пур. Вĕсенчен пĕрисем - Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнче тĕпленнĕ Любимовсем. Вĕсем кăçал çемье фермине йĕркелекенсен ятарлă программипе килĕшỹллĕн 4 млн та 850 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ.

- Патшалăх пулăшăвĕпе выльăх-чĕрлĕх фермисене тĕпрен юсарăмăр, техника туянтăмăр, вите-сарайсене çĕнетрĕмĕр, - калаçăва пуçарчĕ фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Николай Афанасьевич Любимов.

Фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ май Любимовсем Мускав облаçĕнчи "Снегири" наука центрĕнчен зебу йышши ăратлă 40 пушмак пăру кỹрсе килнĕ. Паянхи куна вара хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ 116 пуçа çитнĕ. Çав шутра сăваканни - 55. Хуçалăхра хальлĕхе 4 çын тăрăшать. Малашне вара выльăх-чĕрлĕх шутне тата производство ĕçне ỹстерсен ĕçченсен хăватне ỹстерес тĕллев пур. Çитес вăхăтра фермер хуçалăхĕнче сĕте пакетласа сутма палăртаççĕ. Ку ĕçе паян-ыран пуçăнаççĕ теме иртерех-ха. Сĕте пакетлама вырăнĕ хатĕр, оборудовани кỹрсе килсе вырнаçтарасси юлнă. Николай Афанасьевич сăмахĕпе, хăйсем туса илекен сĕте пĕтĕмпех пакетласа сутас тĕллевлĕ. Хуçалăх ертỹçин ĕмĕчĕ чăннипех те пысăк. Сĕт-çу фермин территорийĕнче пĕр çуртра ĕçченсене валли столовăй, общежити пулмалла. Халлĕхе кунта юсав ĕçĕсем пыраççĕ.

Фермер хуçалăхĕнчи ыйтусене пĕччен татса паманни, ăна çемьере пĕрле сỹтсе явса тĕрĕс йышăну туни ĕçлеме вăй-хал хушать. Сăмахран, кулленхи ĕçре Николай Афанасьевича Дмитрий шăллĕ пысăк пулăшу кỹрет. Вĕсем иккĕшĕ темĕнле йывăрлăха çĕнтерме, çĕнĕ-лĕхсене çăмăллăнах ĕçе кĕртме пултараççĕ. Ахальтен мар фермер ĕçне те пĕр шикленмесĕрех пуçăннă. Унчченхи "Красный Октябрь" колхозăн ĕне витисене юсаса çĕнетнĕ, выльăх-чĕрлĕх кỹрсе килнĕ, тĕрлĕ техника туяннă, уй-хире тыр-пул акнă, утă, сенаж, хатĕрленĕ. Паян вĕсем ĕнесем аван сĕт антарнипе, выльăх шучĕ ỹснипе питĕ кăмăллă.

Çак кунсенче вара район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн тĕп агрономĕпе Шамиль Зейнутдиновпа тĕп зоотехник Киям Гимальтдинов хуçалăха çитсе ĕç-хĕлпе паллашрĕç. Кунта ĕçе пĕлсе йĕркелени куçкĕрет. Ферма территорийĕнчех ĕнесене валли çуллахи лагерь туса панă. "Хуçалăх çирĕп алăра пулни тỹрех сисĕнет. Вĕсен малашнехи тĕллевĕсем пысăк пулни те савăнтарать. Выльăх-чĕрлĕх шутне ỹстерсессĕн, сĕте пакетласа сутма пуçласан ял çыннисем валли хушма ĕç вырăнĕсем те пулĕç", - пĕтĕмлетрĕ Шамиль Минуллович.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика