09 декабря 2016 г.
Патшалăх пулăшăвĕсен Пĕрлехи порталĕпе усă куракансене 30 процентлă çăмăллăх параççĕ.
Çăмăллăхпа 2017 çултан усă курма пулать. Ăна патшалăх пошлини тỹленĕ чухне илме май пур. Халăх хушшинче анлă сарăлнă пулăшусен тĕсĕсем йỹнелеççĕ. Тĕслĕхрен, ют çĕршыв паспортне тунă, автомобиле учета тăратнă чухне. Асăннă çăмăллăхпа граждансем кăна мар, уйрăм предпринимательсем те, юридици сăпачĕсем те усă курĕç. Паянхи кун Пĕрлехи порталта 35 миллион ытла Раççей çынни регистрациленнĕ. Чăваш Республикинче пурăнакансем те унпа анлă усă кураççĕ. 2016 çулхи ноябрĕн пĕрремĕшĕ тĕлне халăхăн 32,6 проценчĕ порталта регистрациленнĕ. Раççей Федерацийĕн 85 субъекчĕ хушшинче Чăваш Ен 20-мĕш вырăн йышăнать, Атăлçи федераци округĕнче - пиллĕкмĕш.
Источник: "Каçал Ен"