09 декабря 2016 г.
Декабрĕн 6-мĕшĕнче администрацин ларусен за-лĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Унăн ĕçне ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, райадминистрацин пайĕсене ертсе пыракансем хутшăнчĕç.
Кун йĕркине тĕрлĕ ыйту кĕртнĕ, тĕп вырăнта вара районăн çитес виçĕ çуллăх бюджечĕ тата кăçалхи бюджета улшăнусем кĕртесси пулчĕ тесе калăттăм. Вĕсемпе финанс пайĕн начальникĕ Евгений Чернов паллаштарчĕ. Проектпа килĕшỹллĕн, районăн 2017 çулхи бюджечĕн тупăшсен калăпăшĕ 352 млн та 801,289 тенкĕпе танлашĕ. Çав шутран 271 млн тенке яхăн - çỹлти бюджетсенчен паракан субсидисем. Килес çул пуçламалли чи пысăк строительство ĕçĕ - Хырай Ĕнел ялĕнчи клуб, унăн смета хакĕ - 26 миллион тенкĕ.
Район Уставне хушăмсемпе тỹрлетỹсем кĕртессипе çыхăннă ыйтупа Ольга Соколова юрист сăмах илчĕ. Улшăнусене Устав текстне Раççей Федерацийĕн саккунĕсемпе килĕшỹллĕн йĕркелес тесе тума тивет. Депутатсем обществăпа районăн социаллă пурнăçĕшĕн пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусене те пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем турĕç. Кун йĕркине кĕртнĕ юлашки ыйту вара, уйрăмах упракан культура объекчĕсем пирки, чылай калаçтарчĕ. Çакнашкал объектсем шутне район пуçлăхĕн 2004 çулхи йышăнăвĕпе Асанкассинчи çăлкуçа тата Хирти Шăхасан ялĕнчи кỹлле кĕртнĕ. Йышăнăва тунă чухне вĕсене пăхса тăма, юсама çỹлти бюджетсенчен укçа-тенкĕ парасса шаннă пуль те, шанăç тỹрре тухман. Çăлне хăйсен вăйĕпех йĕркене кĕртесси йывăрах мар-ха, кỹллине тасатасси вара пысăк тăкаксемпе çыхăннă. Вырăнти хыснара çакăн валли ăçтан кĕмĕл пултăр? Çитес çул Раççейре Экологи çулталăкĕ пулнă май ку ыйту уçăмланасса шанас килет.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"