06 декабря 2016 г.
Декабрĕн 9-мĕшĕнче коммерциллĕ мар организацисен республикăри иккĕмĕш форумĕ иртет.
Чăваш Республикин Обществăлла Палати коммерциллĕ мар организацисене, патшалăхăн власть тата хăйтытăмлăх органĕсене, МИХсене - кама Чăваш Ен аталанăвĕ интереслентерет - пурне те, форума йĕркелесе ирттерес ĕçе активлă хутшăнма чĕнет. Ун вăхăтĕнче коммерциллĕ мар организацисен социаллă проекчĕсене хаклĕç, секцисем ĕçлĕç, ларусем иртĕç. Сăмах май, форумпа килĕшỹллĕн республикăри коммерциллĕ мар организацисен чи лайăх практикисемпе сборник кăларма та палăртнă.
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"