06 декабря 2016 г.
Ĕмĕр-ĕмĕрех Раççей салтакĕсен паттăрлăхне мухтанă. Çавăнпа та 1995 çулта "Раççейри çар мухтавĕн (çĕнтерĕвĕн) кунĕсем пирки" саккуна йышăннă. Çав кунсенче Раççей историйĕнче витĕмлĕ вырăн йышăнакан, эткерсен пархатарлăхне тивĕçнĕ тĕрлĕ çĕнтерỹсен кунĕсене паллă тăваççĕ.
Раççей Федерацийĕнче Раççейри çар мухтавĕн кунĕсене çак кунсенче паллă тума йышăннă:
- апрелĕн 18-мĕшĕ - 1242 çулта Александр Невский кнеç хăйĕн çарĕпе Чудски кỹлĕ çинче нимĕçсене çĕнтерни;
- сентябрĕн 21-мĕшĕ - 1380 çулта Дмитрий Донской кнеç вырăс полкĕпе Куликовски çапăçура монголсемпе тутарсен çарне çапса аркатни;
- ноябрĕн 7-мĕшĕ - 1612 çулта Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пыракан халăх ополченийĕ Мускава Польша интервенчĕсенчен ирĕке кăларнă;
- июлĕн 10-мĕшĕ - 1709 çулта Пĕрремĕш Петĕр ертсе пыракан вырăс çарĕ Полтава çапăçăвĕнче шведсене çĕнтерни;
- августăн 9-мĕшĕ - 1714 çулта Пĕрремĕш Петĕр ертсе пыракан вырăс тинĕс çарĕ Гангут мыс патĕнче шведсене аркатни;
- декабрĕн 24-мĕшĕ - 1790 çулта А.В.Суворов ертсе пыракан вырăс çарĕ туркăсен Измаил крепоçне çĕнсе илни;
- сентябрĕн 11-мĕшĕ - 1790 çулта Ф.Ф.Ушаков ертсе пыракан вырăс эскадри Тендра мыс патĕнче туркăсен эскадрине çĕнтерни;
- сентябрĕн 8-мĕшĕ - 1812 çулта М.И.Кутузов ертсе пыракан вырăс çарĕ Бородино çапăçăвĕнче французсене çапса аркатни;
- декабрĕн 1-мĕшĕ - 1853 çулта П.С.Нахимов ертсе пыракан вырăс эскадри Синоп мыс патĕнче туркăсен эскадрине çĕнтерни;
- февралĕн 23-мĕшĕ - 1918 çулта Хĕрлĕ Çар Германири кайзеровсен çарне çĕнтерни - Çĕршыв хỹтĕлевçисен кунĕ;
- декабрĕн 5-мĕшĕ - 1941 çулта совет çарĕ Мускав патĕнче нимĕç фашисчĕсене хирĕç контрнаступлени пуçлани;
- февралĕн 2-мĕшĕ - 1943 çулта совет çарĕ Сталинград çапăçăвĕнче нимĕç фашисчĕсене çапса аркатни;
- августăн 23-мĕшĕ - 1943 çулта совет çарĕ Курск çапăçă-вĕнче нимĕç фашисчĕсен çарне çапса аркатни;
- январĕн 27-мĕшĕ - 1944 çулта Ленинград хулине блокадăран хăтарни;
- майăн 9-мĕшĕ - 1945 çулта 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăра Совет Союзĕн халăхĕ çĕнтерни.
Акă, ĕнер те, декабрĕн 5-мĕшĕнче, 1941 çулта Мускав хули çывăхĕнче совет çарĕ нимĕç фашисчĕсене хирĕç контрнаступлени пуçланă куна паллă тунă. Контрнаступлени, Мускав хулишĕн кĕрешнĕ çапăçусен иккĕмĕш тапхăрĕ пек, декабрĕн 5-6-мĕшĕсенче Калининпа Ельц хушшинчи фронтра пуçланнă.
Çав çапăçусем историре чи хĕрỹ çапăçусем пек çырăнса юлнă. Çарсен тата техникăн йышĕ те сахалрах, шартлама сивĕ пулнине пăхмасăрах Калининри сулахайри тата Хĕвел-анăç сылтăмри фронт хĕррисенчи çарсем контрнаступленин пĕрремĕш кунĕсенчех тăшман хỹтĕлевне аркатса малалла кайнă, ялсене ирĕке кăларма пултарнă.
Çав вăхăтрах ытти фронтсенчи çарсем те контрнаступлени пуçланă. Хĕрлĕ çарăн вăйлă хăвачĕ нимĕç фашисчĕсен ертỹçисене хăйсен çарне çăлса хăварма мелсем йышăнма пуçлани патне илсе çитернĕ.
Декабрĕн 9-мĕшĕнче совет çарĕсем Рогачево, Венев, Елец, декабрĕн 11-мĕшĕнче - Сталиногорск, декабрĕн 12-мĕшĕнче Калинин, декабрĕн 20-мĕшĕнче - Волоколамск, 28-мĕшĕнче - Козельск, декабрĕн 30-мĕшĕнче - Калуга, 1942 çулхи январь пуçламăшĕнче - Мещовскпа Мосальск тата ытти ял-хуласене ирĕке кăларнă, фронт тăрăх малалла талпăннă. Ку вара Мускав хули çинчи хăрушлăха сирме май панă.
Мускав хули çывăхĕнчи совет çарĕсен çĕнтерĕвĕ тата контрнаступлени пуçлани çарта çеç мар, политикăра тата халăхсем хушшинче çав тери пысăк витĕм кỹнĕ самант пулнă - Пĕтĕм тĕнчери иккĕмĕш вăрçăра никам та çĕнтереймен Вермахта пĕрремĕш хутчен чарнă тата çапса та аркатнă. Çавăнпа та декабрĕн 5-мĕшĕ - çав вăрçăн манăçми паттăрĕсене тепĕр хутчен аса илме паракан сăлтав.
Н.АРХИПОВА хатĕрленĕ.
Источник: "Каçал Ен"