06 декабря 2016 г.
Çын пурнăçĕ ĕçпе илемлĕ. Унашкал çын ура çинче çирĕп тăрать, хăйне те хăюллă тытать. Ыранхи кун ăна пĕрре те хăратмасть. Александровка ялĕнче пурăнакан Лев Пудовкин çинчен пĕлсен çуралчĕ çак пĕтĕмлетỹ.
Лев Витальевич 2005 çултанпа районти "Çĕрулмие мухтав" агрофирмăра вăй хурать. Асăннă агрофирма - республикăра чи çĕнĕ технологисемпе çĕрулми туса илекен хуçалăхсенчен пĕри. Кашни çулах агрофирма вăрлăхлăх çĕрулми туса илессине ỹстерсе тăрать. Акă, кăçал вĕсем "иккĕмĕш çăкăра" 750 гектар çĕр çинче лартса ỹстернĕ. Унсăр пуçне 16 гектар кишĕр, 15 гектар кăшман туса илнĕ. Ноябрь пуçламăшĕнче районта иртнĕ Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне уявланă чухне те "Çĕрулмине мухтав" агрофирма тĕрлĕ номинацисенче Хисеп грамотисене тивĕçрĕ.
Паллах, хуçалăхра хастар та маттур ĕçченсем пулмасан çакăн пек çитĕнỹсем патне çитме йывăртарах пулĕччĕ. Çавăнпа та Лев Пудовкин евĕр механизаторсем агрофирмăра чунне парса тăрăшни питĕ пысăк çăмăллăх кỹрет.
Лев Витальевич - пултаруллă механизатор, чăн-чăн çĕр çынни. Вăл трактор-комбайн рульне нумай çул алран ямасть, хăйне шанса панă техникăна пĕр тикĕс ĕçлеттерет. Агрофирмăра тĕштырă е çĕрулми пуçтарса кĕртмелли хĕрỹ вăхăтра ырми-канми ĕçлет. Хир ĕçĕсем вĕçленсен вара техникăна юсать е строительство ĕçĕсене хутшăнать.
Хастар механизатора пĕрре мар çĕр ĕçченĕсен професси уявĕнче тракторпа е комбайнпа нумай-нумай тонна-километр ĕç тунăшăн Хисеп грамотипе хавхалантарсах тăраççĕ. Акă, кăçал та тăрăшулăхшăн тата хастарлăхшăн пултаруллă механизатора Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Тав хутне панă, районти механизаторсен ăмăртăвĕнче те Лев Пудовкин малтисен йышĕнче çирĕпленнĕшĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Хăйĕн ĕçĕпе кăмăллă вăл.
Лев Витальевич - çемьере юратакан тата хисеплекен мăшăр, атте тата кукаçи. Вăл мăшăрĕпе, Надежда Михайловнăпа, икĕ чипер хĕре çут тĕнче парнеленĕ, тивĕçлĕ воспитани панă.
Н.АРХИПОВА.
Источник: "Каçал Ен"