06 декабря 2016 г.
Граждансене тивĕçлĕ пулăшу парас, вĕсене хумхантаракан ыйтусене уçăмлатас тĕллеве пурнăçласа декабрĕн 7-мĕшĕнче районта йышăну кунĕ иртет.
Районта пурăнакансене Чăваш Республикин Тĕп федераци инспекторĕ Геннадий Семенович Федоров йышăнать. Унпа пĕрлех йышăнăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, Владимир Николаев прокурор хутшăнаççĕ.
Йышăнăва килес текенсен маларах 5-12-64 тата 5-12-05 (район администрацийĕ), 8(8352) 62-22-33, 39-36-82 (РФ Президенчĕн Чăваш Республикинчи йышăну пỹлĕмĕ) номерсемпе шăнкăравласа çырăнмалла.
Источник: "Каçал Ен"