02 декабря 2016 г.
Пирĕн юратнă кукаçи, Григорий Ефимович Пыркин, 1936 çулхи раштавăн иккĕмĕшĕнче Хырай Ĕнел ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă.
Ачалăхĕ çăмăл пулман кукаçин. 7 çул тултарсанах вăл ир тăрса колхоз хирĕнче мĕн каç пуличчен ĕçленĕ. Мăн кукаçи, Ефим Максимович, Аслă Отечественнăй вăрçа 1943 çулта кайнă. Вăл ветеринар пулнă, çавăнпа та тăрăхри ялсенче, колхозсенче выльăх-чĕрлĕхе сыватнă. Çав çултан вара ман кукаçи ялти мăн çынсемпе пĕр танах колхоз ĕçне пикеннĕ. Çемье йышлă пулнă, Григорий - асли. Вăл амăшне килти хуçалăхра пулăшнă. Вăрçă хыççăн Комсомольскинчи автошкулта вĕреннĕ. Алла водитель прави илсен колхозра шоферта тăрăшнă.
1961 çулта Вера АлексеевнаМатросовăпа çемье çавăрнă. туйĕ те вĕсен Гагарин космоса вĕçнĕ каç иртнĕ.
- Кукаçи, мĕншĕн эсир питĕ паллă кунта пĕрлешнĕ? - ыйтрăм унран.
- Эпир хамăр та пĕлмен Гагарин уçлăха вĕçни çинчен, кайран çеç пĕлтĕмĕр - хуравларĕ вăл.
55 çул каялла мăшăрланнă çемьере 5 ача çитĕнсе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ.
Кукаçи тивĕçлĕ канăва кайичченех "Искра" колхозра ĕçленĕ.
Паянхи кун кукаçи ытти ял-йышсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Анчах та унăн темĕн чухлĕ Хисеп тата Тав хучĕсем, грамотăсем пур.
Эпĕ кукаçине юрататăп, савăнатăп манăн çавăн пек маттур, ăшă кăмăллă çын пурришĕн.
Уроксем хыççăн час-часах кукаçипе кукамая кĕрсе куратăп. Вĕсене пулăшма тăрăшатăп. Кукаçи мана шашкăлла, шахматла выляма вĕрентет. Унсăр пуçне эпир унпа истори, географи предмечĕсемпе кăсăклантаракан ыйтусене пĕрле сỹтсе яватпăр.
Эпĕ хаклă çыннăма вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунатăп.
Ульяна СОРОКИНА.
Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ.
Источник: "Каçал Ен"