02 декабря 2016 г.
Çак кунсенче Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче туслăх фестивалĕ иртрĕ. Ачасем фестивале тĕрлĕ тĕслĕ шарсенчен тунă туслăх çыххине çĕкленинчен пуçларĕç. Кашни класс уява хастар хутшăнчĕ. Класс ертỹçисем те тăрăшуллă пулчĕç. Шкула хăнана тĕрлĕ халăх "делегацийĕсем" килсе çитрĕç. Чи малтанах сцена çинче чăваш ачи-пăчи ташларĕ те юрларĕ. Пурте вĕсене тăвăллăн ал çупрĕç. Вырăс хĕрĕсем те илемлĕ ташăпа савăнтарчĕç. "Тутарсен" ташши-юрри пурне те килĕшрĕ. Ачасем тутарла аван пĕлни куракансене тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те. "Китайран" килнĕ делегаци "Катюша" юрра чăн китай чĕлхипе юрласа кăтартрĕ. Ку залра ларакансен чун-чĕрине пушшех те хăпартлантарчĕ. Цыгансен шавлă тапăрĕ вара пурне те хитре тумпа, хавас ташăпа тыткăнлама пултарчĕ. Цыган каччисем епле хĕрсе тăпăртатнине курсан пĕри те ал çупмасăр чăтаймарĕ. "Инди хĕрĕсемпе каччисем" кинофильмсенчи пекех авкаланчĕç. Ушкăн пысăк пулнăран хĕрсемпе каччăсем сцена çине ăмăртса черетпе ташларĕç. "Мексикăран килнĕ çамрăксем" илемлĕ, ачаш кĕвĕпе, юрă-ташăпа куракансен кăмăлне çавăрайрĕç. Çынсене тĕрлĕ тĕслĕ тумсем уйрăмах илĕртрĕç. "Индеецсем" интереслĕ сюжетлă ташăпа кăсăклантарчĕç. Вĕсем ташă урлă хăйсен сунар ĕçне те, кăвайт тавра епле ташланине те, Турра епле кăмăл тунине те кăтартса пачĕç.
Фестивале эпир халăхсен хушшинчи туслăха халалларăмăр. Туслăх пулсан тăнăçлăх пулать. Ял-хула, тĕрлĕ халăх, аслисемпе ачасем хушшинче яланах килĕшỹ пултăрччĕ!
О. ЕВДОКИМОВА,
10-мĕш класс вĕренекенĕ.
Источник: "Каçал Ен"