02 декабря 2016 г.
Чỹк уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче М.Д.Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери XXVI опера фестивальне савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Фестиваль куракансене кашни çул çĕнĕрен те çĕнĕ сценăсемпе савăнтарать, артистсем хăйсен пултарулăхне пур енчен те уçăмлăн кăтартса параççĕ.
Фестиваль уçăлнă кун куракансене Дж.Вердин "Отелло" оперипе паллаштарнă. Ноябрĕн 26-мĕшĕнче артистсем сцена çинче Ф.Бизе "Кармен" оперăпа тухнă. Оперăна Мускав тата Санкт-Петербург паллă артисчĕсем Софья Файнберг, Роман Муравицкий, Дмитрий Даров, Ирина Поливанова, Азат Максутов хутшăннă. Удмурт республикин Э.Сапаев ячĕллĕ оперăпа балет театрĕ ноябрĕн 27-мĕшĕнче пуçласа С.Прокофьевăн "Любовь к трем апельсинам" оперăна куракансем патне çитернĕ. Ноябрĕн 29-мĕшĕнче Чулхула оперăпа балет театрĕн артисчĕсем "Коко Шанель: страницы жизни" (Э.Фертельмейстр) оперăпа савăнтарнă.
Фестиваль декабрĕн 4-мĕшĕнче гала-концертпа вĕçленет.
Источник: "Каçал Ен"