02 декабря 2016 г.
Пĕтĕм тĕнчери Сывлăх сыхлавĕн организацийĕ йышăннипе 1988 çултанпа декабрĕн 1-мĕшĕ -СПИДпа кĕрешмелли кун. Унăн тĕллевĕ - ВИЧ-инфекци сарăлассипе çыхăннă ыйтусем тĕлĕшпе патшалăх влаçĕн органĕсене тата халăха тимлĕрех пулма сĕнесси, çынсене хăрушă амак пирки ăнлантарасси, унран сыхланмалли майсем çинчен пĕлтересси. Çакăн пирки паянхи кăларăмра районти тĕп больница врач-инфекционисчĕпе Надежда Николаевна Михайловăпа калаçрăмăр.
- Надежда Николаевна, СПИД енĕпе тĕнчере, Раççейре тата пирĕн районта лару-тăру паян мĕнлерех?
- Амака тупса палăртнăранпа тĕнчере ВИЧ-инфекци ернĕ 75 млн çынна шута илнĕ. Раççейре 2015 çул вĕçленнĕ тĕле унпа 1 млн çын чирленĕ, вĕсенчен 210 пинĕшĕ вăхăтсăр вилнĕ. Сăмах май, Раççей Федерацийĕнче куллен 200 ытла çын асăннă амака çаклатать.
Пирĕн республика ВИЧ-инфекци тĕлĕшĕнчен пĕчĕк шайлă регионсен шутне кĕрет, федерацин Атăлçи округĕнче 12-мĕш вырăн йышăнать. Шел те, Раççейри пекех, Чăваш Енре те чирлекенсен йышĕ ỹссе пырать, регистрацилеме тытăннă малтанхи тапхăртан пуçласа ВИЧ-инфекцин 2227 тĕслĕхне шута илнĕ. Тĕслĕхрен октябрь уйăхĕнче çеç республикăра ВИЧ-инфекциллĕ 20 çынна регистрациленĕ. Амака мĕнпур район-хуларах тупса палăртнă. Пирĕн районта чирлисен шучĕ 25 (2015 çулта - 17) çынна çитнĕ. Вĕсем пурте учетра.
- Инфекци çав териех хăрушă-и?
- ВИЧ-инфекцие - вăраха кайнă ерекен чире - çыннăн иммунодефицит вирусĕ пуçарса ярать. Иммун тытăмне сиенлесе ăна юлашки тапхăрччен (СПИДчен) аркатать. Организма лекнĕ вирус унта яланлăх юлать тата улшăнса пырать, малтанхи вăхăтра темиçе тĕрлĕ кăнаскер, кашни тĕслĕхре уйрăм пахалăхсемлĕ пулса тăрать. ВИЧ-инфекцие сараканĕ унăн кирек хăш тапхăрĕнчи амакĕпе, çав шутра - инкубаци вăхăтĕнчипе, сиенленнĕ çын шутланать. Вăл чылай çул хăйне сывă туйма, ĕçлес пултарулăхпа пурăнма, йывăрланса çитиччен - инфекци СПИДа куçиччен - хăй чирлине тата ыттисене амак ертес хăрушлăх пысăккине пĕлмесен те пултарать. Диагноза ятарлă тестпа усă курса ирттернĕ тĕрĕслев уçăмлатать. Вирус юнра, ар шĕвекĕнче, вагина секретĕнче тата кăкăр сĕтĕнче тытăнса тăрать, сывă çыннăн организмне ỹтри суран, лăймака сий тата юн урлă куçать, ар çыхăнăвĕ, юн панă е илнĕ (çав шутра наркотиксене юна таса мар шприцпа янă, стерилизацилемен инструментсемпе татуировка, пирсинг, маникюр, педикюр тунă самантра антиретровируслă препаратсемпе хими профилактики туман, çире пур хĕрарăмран çуралма ĕлкĕреймен пепкине, ача çуратнă е ăна кăкăр ĕмĕртнĕ чухне.
- ВИЧ-ран сывалма пулать-и?
- Хальлĕхе амакран сывалма май килмест. Çĕнĕ йышши препаратсем вируса пĕтереймеççĕ, ăна сарăлма памаççĕ кăна. Çавăнпа пурнăç тăршшĕпех антиретровирус терапийĕ илсе тăмалла.
- Хамăра тата çывăх çыннăмăрсене вирусран мĕнле хăтармалла?
- ВИЧ-инфекцие сирес тесен сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, чир çинчен тулли информаци илмелле, çемьери хутшăнусен тасалăхне упрамалла, ар çыхăнăвне тĕлли-паллисĕр кĕмелле мар, ку енĕпе яланхи шанчăклă партнер пулмалла. Чирлĕ хĕрарăмсен тата вĕсен тин çуралнă тĕпренчĕкĕсен антиретровирусăн хими терапине вăхăтра тивĕçмелле, ачасене кăкăр ĕмĕртмелле мар. Наркотикпа иртĕхекенсен сиенлĕ йăларан тĕппипех хăтăлмалла.
- Республикăра та профилактика мероприятийĕ сахал мар ирттереççĕ-çке.
- Паллах. ВИЧ-инфекци профилактикин ыйтăвĕсемпе массăллă информаци хатĕрĕсенче, радио- тата телекăларăмсенче тухса калаçатпăр, вĕренỹ заведенийĕсенче, предприяти-организацире çак темăпа лекцисемпе калаçусем ирттеретпĕр. Акă, кăçал ноябрĕн 18-25-мĕшĕсенче республикăра "Неделя тестирования на ВИЧ" акци иртнĕ. Çак тапхăрта Пĕтĕм Раççейри ВИЧ-инфекцие тупса палăртакан тест эрни пулчĕ. Акцие республикăра пурăнакан 5 пин çын хутшăннă, вĕсенчен 4-шĕн вирус пуррине тупса палăртнă. Çавăнпа та вăхăтра тĕрĕсленни, асăрханни сывлăха упрама пулăшĕ. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнăр!
А.ЕФРЕМОВА хатĕрленĕ.
Источник: "Каçал Ен"