02 декабря 2016 г.
ЧР Министрсен Кабинечĕн ноябрĕн 28-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă ларăвĕнче "Чăваш Республикин 2016 çулхи бюджечĕ çинчен" саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен" саккун проектне ырланă. Унпа килĕшỹлĕн республикăн кăçалхи бюджечĕ тупăш енĕпе 282,2 миллион тенкĕлĕх пуянланнă.
Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, чи пысăк сумма - 275, 9 миллион тенкĕ - бюджета баланспа тивĕçтермелли мерăсем валли палăртнă дотацисем, урăхла каласан, тавăрса памалла мар субсидисем.
Михаил Игнатьев хушма укçана чи малтанах сывлăх сыхлавне хывма палăртнине уйрăммăн асăннă. Сăмах кунта медицина оборудованийĕ, çăмăллăхпа усă куракан граждансен категорине тивĕçтермешкĕн эмел туянма, çавăн пекех сиплевĕн 9 учрежденине тĕпрен юсама тăкакламалли 195,9 миллион тенкĕ пирки пырать. Унсăр пуçне культура тытăмĕн учрежденийĕсен никĕсне тĕреклетме тата патшалăхăн театрпа концерт тата вĕренỹ заведенийĕсене сцена тумĕ туянса памашкăн 51,2 миллион тенкĕ уйăрĕç.
Республикăн 2016 çулхи бюджетне кĕртнĕ улшăнусемпе пĕрле вăл тупăш енĕпе 41266,7 миллион тенке çитет.
Çавăн пекех Чăваш наци телекуравĕн тата наци радиовĕн сигналĕсене спутник каналĕсем урлă трансляцилеме республика бюджетĕнчен хушма укçа уйăрма палăртнă. ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов каланă тăрăх - ĕçсене виçĕ уйăхра туса пĕтермелле.
Михаил ИГНАТЬЕВ,
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:
"Республикăра пурăнакансемпе тĕл пулнă май вĕсем наци телекуравĕпе кабель сечĕ урлă кăна мар, спутник каналĕсемпе те тивĕçтерме ыйтнине пĕрре кăна мар илтме тỹр килчĕ. Асăннă ыйтăва татса памалли меле уçăмлатрăмăр. Хальхи вăхăтра кирлĕ чухлĕ укçа тупрăмăр, наци телекуравĕн кăларăмĕсене çитес çуркунне хамăр хутлăхра кăна мар, тулашра та пăхма май килĕ".
Источник: "Каçал Ен"