АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Каçал ен" - чи çывăх тус

02 декабря 2016 г.

 "Каçал ен" (маларах "Октябрь ялавĕ" пулнă) - манăн чи юратнă хаçатсенчен пĕри.

Асăннă хаçата эпĕ пĕр номерне те сиктермесĕр 60 çул ытла вуласа пыратăп. Хам та çулсерен тĕрлĕ статьясем çыратăп, хаçатра кăларакан сĕнỹсене кăмăлласа йышăнатăп. Хаçат районăн тата республикăн кун-çулне пĕтĕм енчен сăнласа пырать. Унăн пахалăхĕ тата пĕлтерĕшĕ çулран-çул ỹсни мана уйрăмах савăнтарать.

Паян, вырăнти радио ĕçлемен вăхăтра, район çыннисемшĕн хаçат витĕмлĕ информаци хатĕрĕ пулса тăчĕ. Унсăр пуçне вăл хаклах та мар. "Каçал ене" те вуламасан вара тус-тăвансенчен уйрăм пекех туятăн. Унсăр пуçне кашни çурçултах редакци вунăкунлăх акци ирттерет, унпа усă курса хаçата тата йỹнĕрех хакпа çырăнма май пур. Çырăнса ĕлкĕрейменнисем, васкăр, пĕр çемье те "Каçал ен" хаçатсăр ан юлтăрччĕ.

Р.МОИСЕЕВ,

хаçат тусĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика