АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çырăва хаклаççĕ

02 декабря 2016 г.

Юрий Митюков, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

- Владимир Путин кашни çулах Федераци Пухăвне яракан Çырăвĕнче пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатать. Кăçал та вăл кашни отрасле пырса тиврĕ. Пĕлтĕрхи Çырура пĕтĕм тĕнчери хăрушсăрлăхпа çыхăннă ыйтăва хускатнă пулсан, кăçал Владимир Владимирович ытларах экономика, социаллă тата шалти политика ыйтăвĕсем çине вăйлăрах пусăм турĕ. Унсăр пуçне вăл Раççей халăхĕн гражданĕсем юлашки вăхăтра тата та пĕрлешнине палăртса хăварчĕ.

Социаллă сферăри улшăнусене малалла тăснине, çамрăк специалистсене ĕç укçине ỹстерме, ĕç условийĕсене лайăхлатма шантарнине те ырласа йышăнатăп. Унсăр пуçне сывлăх сыхлавĕн ыйтăвĕсем çинче те Президент тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Паянхи кун больницăсенче чирлекенсен вăрăм черетсенче час-часах ларма тивнине, поликлиникăсенче çĕнĕ йышши оборудованисем пулсан та вĕсемпе усă курма специалистсен квалификацийĕ çителĕксĕртерех пулнине те пĕлтерчĕ вăл. Çавна пула çитес çулталăкра федераллă тата регионаллă центрсенче тухтăрсен квалификацийĕсене ỹстерессине йĕркелесси, специалист хăех ăçта вĕренессине суйлама пултарни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

2017 çул Экологи çулталăкĕ пулнипе Владимир Путин пĕтĕм çĕршывĕпĕх вараланнă территорисене тирпей-илем кĕртме, свалкăсене пĕтерме тĕллев лартрĕ. Ку вара пирĕн, муниципалитетсен, тỹрĕ тивĕçĕ пулĕ.

Николай Андреев, Шурут вăтам шкулĕн директорĕ:

- Раççей Президенчĕн Çырăвĕ пирĕн çĕршыв вăйлă пулнине, вăл хăйĕн никама пăхăнманлăхне упрама пултарассине шантарать. Владимир Путин çĕршыв ĕç-хĕлĕн пур енĕсене те тата кашни çынна пырса тивекен ыйтусене хускатрĕ.

Манăн вара вĕренỹ енĕпе калани çинче чарăнса тăрас килет. Владимир Владимирович шкулсене реконструкцилес, çĕннисене тăвас программа малашне те ĕçлессине пĕлтерчĕ. "Пирĕн кивĕ, авариллĕ шкулсем пулмалла мар", - терĕ вăл. Вĕренỹ учрежденийĕсенче çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса парассипе ятарлă программа ĕçлени те - ырă хыпар. 2025 çулччен çак программăна пурнăçлама 25 млрд тенкĕ тăкаклама палăртнă.

Пултаруллă ачасем наци пуянлăхĕ пулнине çирĕплетсе калать Владимир Владимирович. Çавăнпа та регионсенче чи лайăх шкулсемпе вĕренỹ учрежденийĕсен çумĕнче питĕ тăнлă та талантлă ачасен пултарулăхне, ăс-тăн шайне ỹстерме ятарлă центрсем тумалли те ырă хыпар. Патшалăх кун пек ачасене пулăшма тĕллев лартни хавхалантарать. Ача-пăчана тĕрлĕ енлĕ аталанма çитес çул 40-е яхăн технопарк тума палăртнине те ырласа йышăнатăп. Çакă пĕтĕмпех техника кружокĕсене вăй илме пулăшĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика