АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Владимир Путин Патшалăх Думине Çырупа тухрĕ

02 декабря 2016 г.

 Ĕнер, декабрĕн 1-мĕшĕнче, Мускаври Кремлĕн пысăк керменĕн Георгий залĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвĕ ячĕпе çыракан çулленхи Çырупа паллаштарчĕ.

Чи малтанах вăл Çырура экономикăри, социаллă сферăри, тулашри тата шалти политикăри тĕллевсем çинчен сăмах пырасса пĕлтерчĕ. Унпа пĕрлех вара Раççейре пурăнакансене патриотизм хаклăхне тĕпе хунăшăн, йывăрлăха пĕрле çĕнтерме пултарнăшăн тав турĕ.

Владимир Путин пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха çирĕплетес ыйту çине те пысăк тимлĕх уйăрмаллине асăнчĕ. "Çĕршывра тĕн, социаллă, шалти политика тытăмĕнче хирĕçтăрусем ытларах та ытларах пулаççĕ. Çакă пĕтĕмпех миграци кризисне пырса тивет. Паллă пăтăрмахсем мĕн патне илсе çитерме пултарнине пурте пĕлетпĕр. Çитес çул Октябрьти революци пулнăранпа 100 çул çитет. Çакă ун чухнехи лару-тăрăва хаклама май парать те", - палăртрĕ вăл.

Патшалăх çемьене кирлĕ пулăшупа тивĕçтересси çине малашне те пысăк тимлĕх уйăрассине пĕлтерчĕ Владимир Владимирович. Çырура медицина учрежденийĕсенче пысăк информаци технологийĕсене ĕçĕ кĕртессине тата учрежденисене çитес икĕ çулта пĕтĕмпех пысăк хăвăртлăхлă интернетпа çыхăнтарасси çине те тимлĕх уйăрассине каларĕ.

Вĕренỹ темине хускатнă май Владимир Путин ачасене паха пĕлỹ илме хăтлă условисем туса парас енĕпе малашне те ятарлă программа ĕçлеcсе пĕлтерчĕ. Çитес икĕ çулта вара Раççейри ача-пăча технопаркĕсен шучĕ 40-е çитмелле. Унпа пĕрлех çав тери пултаруллă ачасен пĕлĕвне ỹстерме мĕн пур услови туса памалла.

Çĕршыври тĕрлĕ волонтерсен юхăмĕсене, коммерциллĕ мар организацисене пулăшу кỹрессипе те тăрăшсах ĕçлемелле.

Владимир Путин кăçал Раççейре 85 млн тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янине пĕлтерчĕ.

2017 çулта çĕршывра Экологи çулталăкĕ пулĕ. Апла пулсассăн тăван тавралăх çине пысăк тимлĕх уйăрмаллах. Çитес çул тавралăха тирпей-илем кĕртме федераци бюджетĕнчен 20 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă.

Çырура çĕршыв ертỹçи ял хуçалăх ыйтăвне пырса тивекен нумай темăна хускатрĕ.

- Агропромышленноç комплексĕ - тăкак кỹрекен отрасль мар, вăл çĕршыва тăрантарать, - терĕ Владимир Владимирович.

Патшалăхăн ĕç пуçарса яракан бизнесменсене кирлĕ чухлĕ пулăшмаллине, налук системине улшăнусем кĕртмеллине, IT-отрасль ертсе пыракан отрасльсенчен пĕри пулмаллине те асăнчĕ çырура Президент.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика